Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрарăмсем кӗрешсе паттăра тухӗç

Паянхи куна олимп юхăмӗ спортра хӗрарăм дисциплинисене арçынсеннипе пӗр тан тăвас шухăшлă

Сентябрӗн 26-27-мӗшӗсенче Хусанти «Ак Барс» единобборствосен керменӗнче Хӗрарăмсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешессипе Раççей чемпионачӗ иртет. Ăна Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине тата Тутарстан Республикин 100-çуллăхне халалланă.

Кăçалхи ăмăртусенче çӗршыври 42 регионран 120 спортсменка хутшăнма палăртать. Йăла тăрăх, чемпионата йӗркелекенсем пресс-конференцие пухăнса вăл мӗнлерех иртесси пирки каласа пачӗç.

Кӗрешӳпе Тутарстанра нумай çын кăсăкланнăран, журналис тем мӗншӗн арçынсен хушшинче çакнашкал ăмăртусем иртменни пирки ыйту пачӗç.

Хамăр спортсменсене хатӗрлемесӗр Тутарстан ирӗклӗ кӗрешӳпе халăхсем хушшинчи турнирсене йышăнма палăртмасть. Çак шухăша ТР Спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Экзам Губайдуллин пӗлтерчӗ.  

«Хусанта  ирӗклӗ кӗрешӳпе халăхсем хушшинчи ăмăртусем ирттересси – проблема мар. Анчах та çакăн пек турнир ирттерес тесен, Тутарстанăн тивӗçлӗ спортсменӗсемлӗ никӗс пулмалла. Ăмăртусене эпир хуть халь те ирттереетпӗр, анчах та пирӗн кӗрешекенсем унта хутшăнаймӗç. Ирӗклӗ кӗрешес енӗпе пирӗн пӗр Раççей чемпионӗ те çук. Малашне çак çитменлӗхе пӗтерме тăрăшăпăр», – терӗ Губайдуллин.

Ун сăмахӗсемпе, Пушкăртстанра кӗрешӳ вăйлă аталаннă. Унта çитес çул Раççей    чемпионачӗ иртмелле.

Журналистсем хӗрарăмсем мӗншӗн кӗрешеççӗ тесе ыйту парсан, Экзам Губайдуллин ыйтупах хуравларӗ: «Вӗсем бобкспа мӗншӗн аппаланаççӗ?» Ку риторикăлла ыйту çине паян кам хуравлӗ?

Губайдуллин шучӗпе ирӗклӗ кӗрешӳ арçынсенчен ытларах хӗрармăсем валли спорт тӗсӗ.

«Унта алăран, ураран çаклатма юрать. Классикăра пилӗкрен çӳллерех кăна юрать. Çитменнине вӗсен хал вăй-хăвачӗ аçынсенчен ытларах. Çавăнпа та кӗрешӳ хӗрарăмсен спорт тӗсӗ мар тесе калама васкаман пулăттăм», – терӗ федераци президенчӗ.

Пресс-конференцине хутшăннă Раççейри Спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗнчи хӗрарăм кӗрешӗвӗн урăмӗн начальникӗ Александр Борзунов пӗлтернӗ тăрăх, Паянхи куна олимп юхăмӗ спортра хӗрарăм дисциплинисене арçынсеннипе пӗр тан тăвас шухăшлă. Хӗрармăсен кӗрешӗвне çавăнпа аталантараççӗ.

 

Ăмăртăва йӗркелекенсен сăмахӗсемпе хӗрарăмсен хушшинче ирӗклӗ кӗрешессипе пӗлтӗр Нур-Султанра Тӗнче чемпионки пулса тăнă Инна Тражукова та хутшăнма тивӗç çак чемпионата. Вăл Раççейӗн тӗп командипе пӗрле сборсенче пулнă, унтан хăй тӗллӗн хатӗрленнӗ. Çапах туллирех информацие вӗсем спортсменсем регистраци иртсен кăна пама пултараççӗ.

Иннăпа хăйӗнпе çыхăнсан, шел пулин те, вăл пире Хусана килеп тесе савăнтараймарӗ. Спортсменкăн хатӗрленӳ графикӗ питӗ тăкăс, çулталăкне 12 сбор иртет. Апла пулин те эпир ăна пур кӗрешӳре те, пурнăçра та ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев