Сувар

Хӗрарăмсем те алимент тӳлесшӗн мар

Аса илтерсен те ытларшши пулмӗ, камăн алимент парăмӗ 10 пин тенкӗрен иртет, çавă ют çӗршыва вӗçме хатӗрленсен, пограничник контролӗнчен иртеймест.

Ачисене алимент тӳлемен йӗркесӗр хӗрармăсем пуринчен те ытларах Ешӗлварта пурăнаççӗ, Теччӗрисене пуринчен те ытларах явап тыттарнă çакăншăн. Тутарстанри суд приставӗсем алимент тӳлеменнисен географилле анализне тума пикеннӗ. Çакна вӗсем Халăхсем хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли куна халаллаççӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен пуринчен те ытларах Çырчаллинчи арçынсем хăйсен ачисене пăхасшăн мар. Унта исполнительнăй производствă ӗçӗсен пӗтӗмӗшле хисепӗн 83 процентне пуçараççӗ. Ӗçлекен алимент парăмçисем пуринчен те ытларах Заинск районӗнче пурăнаççӗ, Павлăра пуринчен те ытларах ӗçлемен алимент парăмçи пурăнать. Пӗкӗлмесене алимент тӳлеменшӗн чикӗ урлă пуринчен те ытларах каçарман. Сăмах май, аса илтерсен те ытларшши пулмӗ, камăн алимент парăмӗ 10 пин тенкӗрен иртет, çавă ют çӗршыва вӗçме хатӗрленсен, пограничник контролӗнчен иртеймест.  
Çырчаллинче пуринчен нумай алиментчик пурăнать пулсан, приставсем те унти начар атте-аннесенчен ытларах укçа кăларттарнă. Çапла çулталăк пуçланнăранпа автохулари ачасене пурӗ 14,4 млн тенкӗ укçа куçара панă.
Тутарстанра 20 пине яхăн çын хăйсен ачисене алимент тӳлеменни çинчен аса илтерет уяв умӗн Суд приставӗсен Тутарстанри управлениййӗн пресс-служби.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: