Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХӖРАРĂМСЕМ ВАЛЛИ – УЯВ

Сире чи ыррине кăна сунатпăр. Телейлӗ пулăр, çак кун кăна мар, яланах!

Ҫуркунне – çутçанталăк ыйхăран вăраннă, уявсем иртмелли вăхăт. Пуш уйăхӗ – çуркуннен пӗрремӗш уйăхӗ те, юрату тата хавхалану вăхăчӗ те. Пуш уйăхӗн 5-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалласа «Савнă, юратнă хӗрарăмсем!» ятпа вăйăллă мероприяти иртрӗ.

«Хӗрарăм ячӗллӗ юрăсене туп», «Чи тимлӗ тата нумай пӗлекен» вăйăсенче хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç пулсан, «Ал ӗç ăсти» конкурсра çип илсе йӗке çине хăвăрт çăмхаласа хучӗç. «Ах, епле хитре эпӗ!» конкурсра кашнийӗ черетпе тӗкӗр умӗнче хăйне мухтаса «чи хитри», «чи маттурри», «чи ӗçченни» пек сăмахсене каларӗ. «Кӗлчечек» конкурсра тӗрлӗ кӗрпесене уйăрса суйларӗç, «Спортра чи пултăкли» ăмăртура скакалкăпа кам нумайрах сикнине кăтартрӗç. «Тăван мар хӗр» конкурсра «Чечек çыххи» сăмахкаçмăша чечек ячӗсене çырса тултарчӗç...

Пирӗн хӗрсем, амăшсем, хӗрарăмсем маттур та тавçăруллă ăмăртрӗç, пуринчен ытла савăнчӗç, вăйăсем вылярӗç, вӗсен пичӗсем çинчен хаваслă йăл кулă уяв тăршшӗпех каймарӗ.

Хамăрăн юратнă хӗрсем, аннесем, кукамайсем, йăмăксем, тантăшсем! Сире чи ыррине кăна сунатпăр. Телейлӗ пулăр, çак кун кăна мар, яланах!​ Çемьесенче яланах юрату хуçалантăр!

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗнӗ Упи ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев