Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрлӗ автобуссен куççулӗсем те хӗрлӗ

Хусанти хӗрлӗ автобуссен хуçисем Тутарстан Президенчӗ патне пулăшу ыйтса çырупа тухнă

«Хисеплӗ Рустам Нургалиевич!

Хусанти автотранспорт предприятийӗсем сиртен куççульленсе пулăшу ыйтаççӗ. Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Правительство Çуртӗнчи канашлура Эсир республика QR-кодсем кӗртнипе пассажирсен шучӗ чаксан, çынсене турттаракан обществолла транспорт хуçисене республика субсидисемпе тивӗçтерме хатӗр тенӗччӗ. Автобуссенче QR-кодсене кӗртни Хусанти перевозчиксене сисӗнмелле нушалантарать», – тенӗ çырура.

Пассажинсен шучӗ транспорта QR-кодсем кӗртнӗ хыççăн 30 процента чакнă. Çавна кура предприятисен тупăшӗ те чакнă.

«Хусанти перевозчиксем Сирӗн хушăвăра пурнăçласа обществолла транспортăн ӗçне QR-кодсемпе йӗркелерӗç. Çак çӗнӗлӗхе пула çӗкленнӗ пӗтӗм кăмăлсăрлăх обществолла транспортра ӗçлекенсем çине тиенчӗ. Кондукторсем çине тапăннă тӗслӗхсем пулчӗç, QR-кодсемсӗр пассажирсем автобус салонӗнчен тухма килӗшменнипе транспорта чарма, полицине чӗнме сахал мар тиврӗ. Çак çӗнӗ лару-тăрура çынсене ӗçлеме ӳкӗтлесси – чи йывăрриччӗ», – тесе ăнлантарнă перевозчиксем.

Хăйсен çырăвӗнче вӗсем автотранспорт предприятийӗсене панкрута кăларас мар тесе Президентран пулăшу ыйтаççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев