Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑрушӑ хыпарсен шучӗ, шел пулин те, ӳсет

Тутарстан Президенчӗ "112" службӑна коммуналлӑ аварисем ҫинчен хыпарсене те йышӑнма сӗннӗ

Рустам Минниханов ҫак шухӑша ӗнер Раҫҫей МЧС-ӗн Тутарстанри Управленийӗн коллегийӗн ларӑвӗнче каланӑ. 

ТР Президенчӗн сӑмахӗсемпе, пӗлтӗр операторсем 2 млн ытла шӑнкӑрав илнӗ. Обращенисен шучӗ 2019 ҫултипе танлаштарсан, 250 пин ытларах.

"Вӑтамран илсен, операторсем талӑкне 6,5 пин шӑнкӑрав йышӑнать. Ку вӑл республикӑри экстренлӑ службӑсем йышӑннӑ шӑнкӑравсен ҫурри чухлӗ",– тесе пӗлтернӗ доклад тунӑ чухне Раҫҫей МЧС-ӗн Тутарстанри Управленийӗн начальникӗ Рафис Хабибуллин.

Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал службӑн функционалне сарма палӑртнӑ. Операторсем шывпа е электричествопа, ӑшӑпа тивӗҫтерессинчи чӑрмавсем пирки шӑнкӑравсене йышӑнӗҫ: "Функцине республикӑра пурӑнакансене аварисем ҫинчен пӗлтерме меллӗрех пултӑр тесе тунӑ".

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев