Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑтаруҫӑсене Мускавран та, Хусантан та тимлӗх пур

Рустам Минниханов МЧС ӗҫченӗсене  ҫӗнӗ пушар машинисен уҫҫисене панӑ

Тутарстанри хӑтаруҫӑсене паян 19 ҫӗнӗ автомобиль панӑ. Пушар сӳнтерекен машинасемсӗр пуҫне спасательсем служба илсе пымалли ытти транспорта та илнӗ. 

"Сирӗн ӗҫӗр пирӗн ҫӗршывӑн кашни субъекчӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Иртнӗ ҫул ҫӑмӑлах пулмарӗ. Апла пулин те МЧС ӗҫченӗсен профессионаллӑ хатӗрленӗвӗ, материалпа техника бази сире пурнӑҫра тӗлпулакан кӗтменлӗхсемпе ӑнӑҫлӑн кӗрешме май парать", – тесе палӑртнӑ Рустам Минниханов.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, МЧС-ӑн материалпа техника базине ҫӗнӗтес тесе Тутарстан системӑллӑ ӗҫ илсе пырать. Юлашки виҫӗ ҫулта автотехника паркне 33% ҫӗнетнӗ. 32 обекта юсанӑ, ҫӗннисене тунӑ. 

"Ҫакӑ сирӗн службӑра федераллӑ правительство та, пирӗн республикӑ та тимлӗх уйӑрни ҫинчен калать. Сире эффекиивлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑвас килет", – тесе хушнӑ ТР Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев