Хуçалăх ертӳçисем Акатуй вăхăтӗнче те çумăр çинчен шутлаççӗ
Чăваш Ен тата Марий Эл эстрада артисчӗсем те килсе савăнтарчӗç çӗр ӗçченӗсене
Элкел тăрăхӗнчи чăвашсем авалхи йăлана манмаççӗ. Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ патӗнчи Ӗнчӗ юханшывӗ хӗрринче июнӗнн 19-мӗшӗнче Акатуя паллă турӗç. Республикăри кашни çыннăн сӗтелӗ çинче çавра çăкăр пултăр тесе район хирӗсенче шуçăмран пуçласа каçчен тăрăшакан çӗр ӗçченӗсем çак уявăн тӗп паттăрӗсем пулса тăчӗç.
Районти культура ӗçченӗсем хатӗрленӗ юрă-ташă композицийӗ хыççăн Акатуй хăнисем сăмах илчӗç. Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин пухăннисене чăвашла саламласа нумайăшне тӗлӗнтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, Акатуйра чăваш халăхӗн чи лайăх йăлисем пухăннă. Районти пур халăх представителӗсем – вырăссем, тутарсем, чăвашсем – мӗн ӗлӗкрен пӗрле туслăн ӗçлесе пурăнаççӗ[КАМ1] . Çакна «Хузангаевское» обществора йӗркелесе янă ӗç те çирӗплетет. Паянхи кун ял хуçалăх отраслӗнчи малта пыракан хуçалăхсенчен пӗри чăваш ялӗнче тӗпленни те савăнтарать район пуçлăхне. Александр Никошин ТР Ял хуçалăх министерствин тата район депутачӗсен канашӗн Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
«Звениговский» СПК председателӗ иван Казанков палăртнă тăрăх, пӗлтӗр предприяти пӗр килограмм тырă туянмасăр 210 пин пуç сысна, 22 пин пуçмăйракаллă шултăра выльăх хӗл каçарма пултарнă. Тупăш ӳснине пăхмасăрах, вăл ӗçлекенсен шалăвне ӳстерме май çуккишӗн кулянчӗ: тимӗр, топливо хакӗсем ӳссе кайнă.
«Элитлă вăрлăх туянсан та, шăваракан установкăсем ӗçлесен те, ӳсен-тăран отраслӗнче çухатусем пулаççӗ, мӗншӗн тесен шăрăх кунсем тăраççӗ, типӗ пулать. Ял хуçалăх ӗçӗн ăнăçлăхӗ нумай чухне çанталăкран килет. Çапах та паян йывăрлăхсем çинчен манса Акатуя тивӗçлӗ уявлатпăр, – терӗ Иван Иванович.
Пухăннисене РФ Патшалăх думин депутачӗ Сергей Казанков, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Сергей Павлов, «Хузангаевское» пӗрлешӗвӗн директорӗ Евгений Чугунов саламларӗç.
«Пирӗн ентеш Иван Иванович Казанков хăй вăхăтӗнче яла пӗтерсрен сыхласа хăварчӗ. Сиктӗрмене те Ереп (пӗтнӗ ял) шăпи кӗтетчӗ вӗт. Юлашки 10 çулта кунта 40 аренда çурчӗ ӳссе ларчӗ, 52 çурта ял-йыш хăйӗн вăйӗсемпе туса лартрӗ. Çамрăксем района перспективлă тесе шутлаççӗ, хуласене каймаççӗ. Сиктӗрме-Хусанкай иккӗмӗш райцентр пулса тăчӗ», – тесе палăртрӗ Евгений Чугунов.
Гимн янăранă вăхăтра Акатуй ялавне опытлă механихатор Вячеслав Илюхин хăпартрӗ. Лапама ака паттăрӗсене йыхăрчӗç. Вӗсен хушшинче Евгений Углев, Владимир Смирнов, Ильгиз Гиниятов, Николай Феоктистов трактористсем, Светлана Ензаева, Гульфия Гараева дояркăсем, маслосырзаводра ӗçлекен Дмитрий Жариков, Кристина Медикова, шӗвӗ çу тăвакан специалистсем Валентина Амукова, Вера Советникова тата ыттисем.
Акатуйра кӗрешӳ те, утсен ăмăртăвӗ те пулчӗ. Çапла тăрантассене кӳлнӗ рысаксен чупăвӗ питӗ интереслӗ иртрӗ. Вырăнти хуçалăхăн орловски ăрачӗллӗ Диллер ятлă ăйăр мала тухрӗ, ăна Виктор Холодилов ертсе пычӗ.
Ачасем валли те вылямалли нумайччӗ: батутсем, карусель, мороженăй. Сăмах май «Звениговское» пӗрлешӳ туса кăларакан пылак пăра çак кун питӗ йӳнӗпе сутрӗç. Квадроциклсемпе те ярăнма пулатчӗ, кимӗсемпе те, катамарансемпе те. Кимӗпе ăмăртса мала Артем Зиньков тухрӗ, Катамаранпа Денис Казанковпа Влас Аверин команди пӗрремӗш финиша çитрӗç.
Кăçал сиктӗрмесем Ӗнчӗ юханшывӗн çыранне тирпейленӗ. Кунта халӗ илемлӗ, куç умне тухса тăракан пейзаж – ял-йыша савăнтарать.
Лия Мардегаллямова, автор сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев