Сувар

Хула ҫыннисемпе хӑнасене Хусан Кремлӗнче "Ҫӗнтерӳ Вальсне" ташлама чӗнеҫҫӗ

Майӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанти Кремльти Кул-Шариф мечеть патӗнчи лаптӑкра"Ҫӗнтерӳ Вальсӗ" ятлӑ массӑллӑ флешмоб пуҫланать, ун хыҫҫӑн, 11 сехетре, "Эпир астӑватпӑр" флешмоб тытӑнать. Икӗ мероприятие те пӗтӗм раҫҫейри "Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем" общество юхӑмӗн Тутарстанри уйрӑмӗ йӗркелет.

"Ҫӗнтерӳ Вальсне" 300 волонтер хутшӑнӗҫ – ку 150 мӑшӑр, вӗсем хӑйсем те ташлӗҫ, Хусан Кремльне пыракансене те вӗсемпе пӗрле вальс ташлама чӗнӗҫ", - ӑнлантарнӑ "Хусан Кремлӗ" музей-заповедникӗн пресс-службинче.

Флэшмоба хутшӑнакансем чӗрӗ музыкӑпа ташлӗҫ.

"Ҫӗнтерӳ Вальсӗ" тат "Эпир астӑватпӑр" флешмоб музей-заповедник территорийӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине уявлама халалланӑ пӗрремӗш массӑллӑ мероприятисем пулӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: