Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырмисем пултаруллă ентешӗпе Ирина Трифонова çыравçăпа тӗлпулу ирттерчӗç

Ака уйăхӗн 16-мӗшӗнче Хулаçырми вăтам шкулӗнче пирӗн ентешпе, Тутарстан Республикинче тухса тăракан «Сувар» хаçат редакторӗпе Ирина Федоровна Трифоновăпа (Раман Иринкки) тӗлпулу иртрӗ.  Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Мероприятие районти чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, шкул ачисем, Хулаçырми вăтам шкулӗн педколлективӗ, нумай çулсем ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă, ялти сумлă çын Сергей Салифанов хутшăнчӗç. 

Тăван чӗлхе,  епле хитре вăл! Тăванран тăван. Çак чӗлхепе янăракан сăвва-юрра начар теме епле хăяр? Калаçар унпа, упраса хăварар, ачасене, мăнуксене парнелер анне чӗлхине…Чи хитре чӗлхе ӗмӗрех пурăнтăр!

Апрелӗн 16-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи Г.Т.Семенов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта «Çыравçă пултарулăхӗ ачасене» район шайӗнчи конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç. Конкурс тӗллевӗ – ачасене чăваш литературипе интереслентересси, тăван чӗлхепе вулама хавхалантарасси, творчествăлла шухăшлава аталантарасси, пӗлӳ шайне ӳстересси. 

Шкул директорӗ Надежда Мокшина пӗлтернӗ тăрăх, конкурса Çӗпрел районӗнчи нумай чăваш шкулӗ хутшăннă. Хастаррисен шутӗнче Хулаçырминчи, Аслă Аксури, Алешкин Саплăкри, Матакри, Кивӗ тата Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкулсем тата Хулаçырминчи ача сачӗ. 

 2021 çулта Хулаçырми вăтам шкулӗ Тутарстан Республикин Экономика министерствин «Ӑрусем хушшинчи çыхăну» проект грант конкурсӗн çӗнтерӳçи пулса тӑчӗ. Проекта пурнӑçланӑ май   Ирина Федоровна Трифонова çыравçăн пултарулӑхне халалланӑ литература конкурсӗ муниципалитет шайӗнче  иртрӗ. 

Литература конкурсне  çак номинацисем кӗчӗç: «Эпир те фантазерсем!» (Раман Иринккин калавӗсем тăрăх хатӗрленӗ инсценировка),  «И.Ф.Трифонова хайлавӗсене вулатпӑр!», «Ирина Федоровна калавӗсем тăрăх хатӗрленӗ буктрейлер», «Пӗр самантрах произведение пӗл!» кроссворд, «Эпӗ сӑвӑсем çыратӑп!», «Чӗрӗ ӳкерчӗксем». Конкурса Çӗпрел районӗнчи чăваш шкулӗсем питӗ хастар хутшăнчӗç. Ӗçсем пӗринчен тепри интереслӗ, тарăн шухăшлă. Ӳкерчӗксен тата кроссвордсен выставкине йӗркелерӗмӗр. Конкурс ӗçӗсене мартăн 21-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 10-мӗшӗччен йышăннă, апрелӗн 15-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене палăртнă. Пӗтӗмпе конкурса 68 ӗç ярса панă. 

Жюрие ӗçсене хак пама çăмăлах пулмарӗ.

Ирина Федоровна тӗлӗнмелле пултаруллă сăмах ăсти. Унăн таланчӗ, пултарулăхӗ илемлӗ литературăна аталантарас енӗпе паллă вырăн йышăнать.

2021 çулта аслӑ шкул çулӗнчи ачасем валли çырнă «Тӑлăх» кӗнекене пысӑках мар калавсемпе легендӑсем кӗнӗ, вӗсенчен кашнин геройӗ – çӑмӑл мар шӑпаллӑ çынсем. Пурнӑçри пӗр самант вӗсен малашнехи шӑпине йӑлтах улӑштарать, чунӗнче тарӑн йӗр хӑварать.Хӑйӗн калавӗсенче Ирина Трифонова çемьене пысӑк тимлӗх уйӑрать.

Ака уйăхӗн 16-мӗшӗнче Хулаçырми вăтам шкулӗнче пирӗн ентешпе, Тутарстан Республикинче тухса тăракан «Сувар» хаçат редакторӗпе Ирина Федоровна Трифоновăпа (Раман Иринкки) тӗлпулу иртрӗ.  Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Мероприятие районти чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, шкул ачисем, Хулаçырми вăтам шкулӗн педколлективӗ, нумай çулсем ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă, ялти сумлă çын Сергей Салифанов хутшăнчӗç. 

Хулаçырми вăтам шкулӗнче вӗренекенсем чӗннӗ хăнасене çăкăр-тăварпа  кӗтсе илчӗç.Тӗлпулура шкул директорӗ Надежда Мокшина  шкул ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ертӳçӗ мероприятие хак парса чи кирли пӗр-пӗринпе тăван чӗлхепе калаçни тесе палăртрӗ. «Эпир пӗр ӗмӗтпе, пӗр тӗллевпе пурăнни питӗ кирлӗ. Ку конкурса икӗ çул каяллах грант выляса илнӗ хыççăн ирттерме шутланăччӗ. Тӗрлӗ чăрмава, пандемие пула ăна куçарма тиврӗ», – терӗ Надежда Федоровна çапах та пурте хăй вăхăтӗнче пулса пынине палăртса.   

Сергей Ананьевич Салифанов çыравçа саламларӗ, ӗçре творчествăлла çитӗнӳсем сунчӗ.  Ирина Федоровна хăй те тухса калаçрӗ. Вăл питӗ нумай çӗршывра пулса курнă, тӗрлӗ наци çыннипе тӗл пулнă. Çапах та тăван чӗлхе чи малти вырăнта пулмаллине палăртрӗ, тӗслӗхсемпе çирӗплетрӗ. Кӗнеке пахалăхӗ, ăна вулани   çыншăн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине хăйӗн пурнăçӗнчи асаилӳпе уçса пачӗ. 

Шкул ачисем килнӗ хăнасене юрă-ташăпа, сăвă вуласа савăнтарчӗç, инсценировка та лартрӗç. Конкурс çӗнтерӳçисене дипломсем тата парнесем парса чысларӗç. Призерсемпе лауреатсем те тимлӗхсӗр юлмарӗç. Залра ларакансем конкурса  хутшăннă çӗнтерӳçӗсен  видеороликӗсене  кăсăкланса пăхрӗç. 

Кун пек тӗлпулу, паллах, укçа-тенкӗсӗр иртмест. Пирӗн шкула хуть хăçан  та  пулăшу паракансем пур. Хальхинче В.К.Мугин тата В.С.Салифанов пулăшрӗç. Вӗсене чӗререн тав тăватпăр, çирӗп сывлăх сунатпăр. Çулӗсем яланах такăр пулччăр.

Шкул директорӗ çак мероприятие ирттерме   питӗ тăрăшрӗ. Тавах сире, Надежда Федоровна, çакăн пек тухăçлă та усăллă тӗлпулу йӗркеленӗшӗн. 

Эпир хамăр ентешпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Сире, Ирина Федоровна, ăнăçу, çитӗнӳ, сывлăх сунатпăр. Малашне те тӗлпулусем пуласса шанас килет. Кун пек тӗлпулусем тăван чӗлхен илемне курма, ăна юратма, хисеплеме вӗрентеççӗ.

 Любовь ДАВЫДОВА, 

чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.

Çӗпрел районӗ. 

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев