Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хуларан хулана ҫӳрекен автобуссемпе грузовиксене вӑхӑтлӑха чарнӑ

Енчен те ҫул ҫинче инкеке лексен 8(843)5333888 телефонпа шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтмалла

 

Ӗнер Тутарстанри автоҫулсем ҫинче автобуссемпе грузовиксемшӗн вӑхӑтлӑх чарусем кӗртнӗ. Начар метеорологи тата ҫул условийӗсене пула, ҫулсемпе  ҫӳрекенсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе М7, Хусан-Чӗмпӗр, Хусан-Оренбург ҫулсене хупнӑ.
Синоптиксен прогнозӗсемпе декабрӗн 26-27-мӗшӗсенче ҫанталӑк самай япӑхланать, ҫил ҫеккунтра 21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, юр хӗвет, вӑйлӑ тӑман ҫула лайӑх курма памасть. Сывлӑш температури - 22 градус таранччен анма пултарать.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫулпа ҫӳрекенсене май пур таран хӑйсем пурӑнакан ял-хуласенчен трассӑсем ҫине кӑларасшӑн мар.
Енчен те ҫул ҫинче инкеке лексен 8(843)5333888 телефонпа шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев