Сувар

Хулари парковкӑсен тӳлевсӗр вӑхӑт та пур

Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан шӗкӗр хулин мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет

  Хусанти парковкӑсен льготӑллӑ режимне апрелӗн 30-мӗшӗччен тӑснӑ

Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан шӗкӗр хулин мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет.  

Ҫакнашкал тӗрев парса хула пандеми вӑхӑтӗнче халӑха услугӑсем кӳрекен пӗчӗк тата вӑтам бизнес предприятийӗсене пулӑшать. 

2020 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа муниципаллӑ парковкӑсенсе автомобиле хӑварнӑшӑн 7сехетрен пуҫласа 18 сехетчен тӳлев илӗнет. 15 минут таранччен машинана парковкӑра тӳлевсӗр хӑварма пулать. Автомобиле канмалли кунсенче муниципаллӑ парковкӑра хӑварнӑшӑн вуҫҫех те тӳлемелле мар. 

Маларах парковкӑшӑн ахаль кун та, канмаллисенсе те, ирхине 7 сехетрен пуҫласа каҫхине 21 сехетчен тӳлемеллеччӗ. 

Муниципаллӑ парковкӑсенчи льготӑллӑ режима муниципалитетра  малтан январӗн вӗҫӗччен кӑна тӑсасшӑн пулнӑ. Халӗ ҫӑмӑллӑхсем кӑҫалхи майӑн 1-мӗшӗччен пулӗҫ. 

"Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ хыҫҫӑн чарусене пӑрахӑҫласан, Хусанти парковкӑсем хӑйсен яланхи ӗҫ режимне таврӑнӗҫ. Ҫынсене ҫакӑн ҫинчен уйрӑммӑн пӗлерӗҫ",– тесе ӑнлантараҫҫӗ хулари Транспорт комитетӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: