Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хура чӳречеллӗ машинасем валли çул – штрафстоянкăна кăна

Хусанти Патшалăх автоинспекцийӗ машинин малти чӳречисене хуп-хура тонировка çыпăçтаракансене тытса чарассипе час-часах мероприятисем ирттерет.

Хусанти ГИБДД уйрăмӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, нумай пулмасть Павлюхин урамӗнче инспекторсем «Лада» автомобиле чарнă. Унăн чӳречисем витӗр салонра çын ларни курăнман, тата кузовӗ çине POLICE тесе çырса хунă пулнă. Руль умӗнче 22 çулхи çамрăк пулнă.

Автоинспекторсем автомобиле пăхса тишкерсен çăмăл машинан руль управленийӗ çӗмрӗк пулнине асăрханă. Машинăна штрафтоянкăна илсе кайнă, правона административлă майпа пăснăшăн водителе тӳрех 7 штраф протоколӗ çырса панă.  

«ГИБДД çулпа çӳрекен мӗн пур водителе хăйсен машинисене транспорт хатӗрӗсен хăрушсăрлăхӗпе çыхăннă техника регламентне пăсмалла марри çинчен асăрхаттарать. Çакăнтан çулпа çӳрекенсен сывлăхӗ, хăш чухне пурнăçӗ те те килет», – тесе пӗлтернӗ Патшалăх автоинспекцийӗнче.

Хусанти ГИБДД уйрăмӗн сăнӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев