Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хуракассинче хура куна асăнчĕç

106 ача тата 4 вĕрентекен… Пурăннă пулсан 60 çул хушшинче вĕсен миçе кăна ача çуралмаллаччĕ, мăнукĕсене сăпкара сиктермеллеччĕ… Чӑваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче çак хăрушă инкек пулнăранпа 60 çул çитрĕ пулин те, шутласа илсен халĕ те чун çÿçенет. 

1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Хуракасси шкулĕнче мĕн пулнине халĕ пĕлмен çын та çук пулĕ. Шкулти уяв концерчĕ вăхăтĕнче пушар тухнă, унта 3-15 çулсенчи 106 ача тата 4 вĕрентекен чĕрĕлле çунса кайнă. Çапла çĕре яхăн çемье çĕр чăтайми хурлăх тÿснĕ, çичĕ кил-йыш вара пĕр ачасăр тăрса юлнă. Çулсем иртеççĕ, пушарта чĕрĕ юлнисем тата ăна хăйсен куçĕпе курнисем ватăлсах пыраççĕ, анчах вĕсен чĕринчи тарăн суран çаплипех тÿрленмест. 

Акă çунса кайнă шкул пулнă, асăну митингĕ иртекен вырăна пĕр 70 çулсенчи арçын утать…Пичĕ çинче саплăкăн-саплăкăн çуннă, çулсем иртнĕçем хĕрелсе пирченĕ вырăнсем. Тÿрех паллă, çав хăрушă вилĕмрен темле майпа çăлăннă ачасенчен пĕри ку… 

Хурлăхлă куна усал чире пула кăçал асăрхану йĕркисене пăхăнса йĕркелес терĕç пулин те, пите хупламалли маскăсем тăхăннă халăх кунта самаях пуçтарăнчĕ: Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министрсем, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ, ял çыннисем. 

Чăваш наци конгресĕн ертÿлĕхĕнчен Валерий Клементьев президент, Николай Угаслов пĕрремĕш вице-президент тата Ĕçтăвком председателĕ Анатолий Ухтияров та Хуракассине хурлăхлă куна асăнма çитрĕç. 

Çак Чăваш Республикипе Раççей историйĕнчи чи йывăр та пуçа шăнăçайми хурлăхлă пулăм пулнăранпа 60 çул çитнине асăнма республика тĕплĕн хатĕрленнĕ темелле. Анатолий Аксаков тата Николай Угаслов тăрăшнипе çунса кайнă шкул вырăнĕнчи «Чĕкеçсем. Татăлнă вĕçев» палăка çĕнĕрен хăпартнă тесен те юрать, ун çумĕнче часавай тума пуçланă. Палăка Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов скульптор çĕнетнĕ. 

Чĕрĕллех çунса кайнисене пытарнă тăванла масар вырăнне 110 палăк лартнă. Кашни асăну палăкĕ çинче хушамачĕ, ячĕ, хăçан çурални. Вилни вара пурин те пĕр кун…чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕ, 1961 çул… 

Çĕнетнĕ вил тăприсем çумĕнче «Хурланакан амăшĕ» палăка вырнаçтарнă. Ăна Николай Федорович Угаслов тăрăшнипе Владимир Нагорнов скульптор ăсталанă. Палăка Крымпа Севастопольшăн çапăçса пуçĕсене хунă чăваш салтакĕсене асăнса лартас тесе нимелле ăсталанăччĕ. Тăкакĕсенчен нумайрах пайне Николай Федорович саплаштарнăччĕ, ыттине Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предпринимательсем, ахаль çынсем пуçтарса хывнă укçаран тунăччĕ ăна. Шел, Крым çур утравĕ çинче пулма шăпа пÿрмен çак палăка, Чăваш Енрех питĕ сăваплă çĕрте вырăн тупрĕ вăл. 106 сарăмсăр, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă ачасене хăй çунатти айне пуçтарнă амăшĕ пек туйăнать халь çак палăк… 

Хурлăхлă митингра Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Сĕнтĕрвăрри районĕн ертÿçисем, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ, «Тус» строительсен организацийĕн тĕп директорĕ Николай Угаслов, çав хăрушă пушартан хăтăлса тухнă Аркадий Гаврилов тата ыттисем те тухса сăмах каларĕç. Вĕсем çакнашкал хăрушă пулăмсенчен сыхă пулмаллине, вилнисене яланах асра тытмаллине аса илтерчĕç. 

«Ку трагеди пирĕн чĕресенчен нихăçан та тухмĕ, ан тухтăр та, анчах пирĕн кун пек хурлăхсем урăх нихăçан та ан пулччăр тесе тăрăшмалла. «Хурланакан амăшĕ» палăк хăй вырăнне тупрĕ. Унăн кунтах пулмалла пулнă…», -терĕ Николай Угаслов. 

Хурлăхлă митинга пуçтарăннисем пĕр минут шăп тăчĕç… пурин чунĕнче те 60 çул каяллахи шкулти пушар вăхăтĕнчи самантсем куç умне тухса тăчĕç ахăртнех…ачасем хăрушла кăшкăрни, çăлăнас тесе тапаланни, йĕри-тавра çулăм алхасни…Турă хăтартăрах çакнашкал хăрушлăхран. 

Зоя Яковлева, ЧНК президиумĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культура тава т ивĕçлĕ ĕçченĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев