Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хурахсем тапăнасран асăрханмалла

Кунсерен темле хыпар та илтетпӗр: унта пушар тухнă, кунта хваттере çаратнă, лере çул çинче инкек пулнă... Хăш-пӗр хыпарӗсем çӳç-пуçа вирелле тăратаççӗ. Нумай чухне çынсем хăйсем асăрхануллă пулманнипе сиксе тухаççӗ çак инкексем. Куллен кун асра тытмалли правилăсене пăхăнманнипе. Хăрушсăрлăх нумай чухне хамăртан ытларах килет вӗт. Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерстви хăрушсăрлăх правилисене аса илтерет.

Çынсем сахал çӗрте пӗччен ан çӳрӗр. Çула кӗскетес тесе парксем, пушă автостоянкăсем, спорт тӳремӗсем тата ытти пушă вырăнсем урлă иртме ан тăрăшăр. Каçхине тӗттӗм вăхăтра çын йышлă çӳрекен, çутă вырăнсенче кăна çӳрӗр. Сирӗнпе юри вăрçăнас, хирӗçес текен çынсемпе ан çыхланăр, вӗсене хирӗç чӗнмесӗр пăрăнса утсан лайăхрах пулӗ.

Енчен те сирӗн çине çаратас тӗллевпе тапăнчӗç-тӗк, май килнӗ таран хытăрах шавлама тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев