Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хурлăхлă туй

Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи туй 22 çулти хӗршӗн юлашки пулнă.

Августăн 18-мӗшӗнче Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи туй Чăваш Ен полицийӗн сводкине кӗмесӗр юлайман. Кунта ирхине 11 сехет те 30 минутра туй кортежӗнчи Тутарстан номерӗллӗ «Лада Приора» умри машинăран иртсе каяс шутпа хирӗç килекен çул çине вирхӗнсе тухнă та маневра вӗçлеме ӗлкӗрейменнипе Mercedes фура çине пырса çапăннă. Икӗ машина та çул айккине чăмнă. Фура тӳнсе кăна кайнă пулсан, «Приора» аванах лапчăннă. Шел те, çăмăл машинăра малта ларса пынă 22 çулти хӗр вилмеллех аманнă, водительне вара больницăна ăсатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия