Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАН ЧĂВАШЛА КАЛАÇАТЬ, ВЫЛЯТЬ

Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ тăван чӗлхе кунне халалланă интереслӗ мероприяти – уçă урок ирттерчӗ. Унăн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи вӗрентӳ çулӗнче чăваш уйрăмне 17 ача тăтăш çӳрет. Çитес çул ачасен шучӗ тата ӳсессе шанать.

Февралӗн 10-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ тăван чӗлхе кунне халалланă интереслӗ мероприяти – уçă урок ирттерчӗ. Конференци залне çынсем самаях пуçтарăнчӗç, вӗсен хушшинче палламан çынсене курни савăнтарчӗ. Апла Хусанта пурăнакан чăвашсен хушшинче тăван чӗлхепе кăсăкланакансен шучӗ ӳснӗ.

Литературăн уçă урокне вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина ертсе пычӗ. Чăваш чӗлхипе çӗнӗ вӗрентекен ӗçлеме пуçланине те палăртса хăвармалла, вăл – Зоя Михайловна Бултыкова. Унăн педагог опычӗ пысăк, Хусана пурăнма куçса киличчен Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăри вăтам шкулта 37 çул ӗçленӗ, математика, физика, нимӗç чӗлхи предмечӗсене илсе пынă. Хăйне вырсарни шкулӗнче ӗç сӗнсен хаваспах пулăшма килӗшнӗ, ку уншăн чун уççи пекех.

Литература урокӗнче ачасем тăван чӗлхене мӗн таран алла илнине кăтартса пачӗç: сăмахсене вырăсларан чăвашла куçарчӗç, сăвăсем каларӗç.

Мероприятин чӗннӗ хăнисем шутӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили, Тутарстанри паллă юрăç Вера Кожеманова пулчӗç. Вӗсем атьсене, ашшӗ-амăшӗсене тăван чӗлхе кунӗпе саламласа кашни хăйне май парне турӗ. Майя Мануиловна чăвашла тухнă юмах кӗнекипе мультфильм дискне, Вера Кожеманова авалхи чăваш юррине  парнелерӗç.

Уçă урокра Ирина Трифонова çыравçăн пултарулăхӗпе те паллаштарчӗç атьсене. Шкул çулӗчченхи тата кӗçӗн класра вӗренекенсем валли çырнă «Асра юлнă кунсем» кӗнекен хăтлавӗ  иртрӗ, автор кӗскен хăйӗн ачалăхӗ çинчен каласа пачӗ, вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсене пурне те кӗнеке парнелерӗ.

Урокăн виççӗмӗш пайне чăваш вăййисемпе çыхăнтарчӗç  вӗрентекенсем. Ачасем «Атăл юхать» авалхи чăваш вăййине выляса çӗнӗ сăмахсем вӗренчӗç, «Ыйту-хурав» викторинăра тавçăрулăхне тӗрӗслерӗç. Ашшӗ-амăшӗсемпе командăсене пайланса ирттернӗ вăйă пуринчен ытларах килӗшрӗ пулмалла: атьсене те, аслисене те. «Аталан» чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗн хастарӗсене тав, интереслӗ вăйăсем йӗркеленӗшӗн.  

Тăванла ырă атмосферăра иртсе кайрӗ уçă урок, ачасем мероприяти вӗçленсен те-ха Туслăх Çуртӗнчен кайма васкамарӗç. Вӗсен шавлă вăййисем коридорта малалла тăсăлчӗç. Кунта ӗçлекенсем çакна хăнăхнă ӗнтӗ, асăрхаттарсан та кулса кăна.

Сăмах май, Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи вӗрентӳ çулӗнче чăваш уйрăмне 17 ача тăтăш çӳрет. Çитес çул ачасен шучӗ тата ӳсессе шанать вăл. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем)ӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана