Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан чӑрӑшӗ чи илемлисен шутӗнче

Ыйтӑм валли кашни хуларан 700 ҫынна суйласа илнӗ пулнӑ. Мускавпа Питӗртен – пиншер.

   Хусанӑн Тӗп чӑрӑшӗ Ҫӗнӗ чулхи чи илемлӗ чӑрӑшсен шутне кӗнӗ. Ҫакӑн ҫинчен SuperJob сервисӑн пресс-служби пӗлтерет. 

Ҫапла Хусанта ыйтса пӗлнӗ ҫынсенчен 63 проценчӗ Ҫемье центрӗ патӗнчи чӑрӑша пӑхса ытарайманнине пӗлтернӗ. Ыйтса пӗлнисенчен 13 пррценчӗ чӑрӑшпа кӑмалсӑр. Ыттисем татӑклӑн хуравлайман. 

Сервисӑн рейтингӗнче Малти вырӑна Ӗпхӳри Тӗп чӑрӑш тухнӑ. Унта ыйтӑма хутшӑннӑ ҫынсен 66% Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗпе кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Хусан чӑрӑшӗ. Виҫҫӗмӗш лидер – Воронежри чӑрӑш, ӑна хулари ҫынсен 62 проценчӗ кӑмӑллать. 

Ҫӗнӗ ҫулӑн символӗпе пуринчен те ытларах Волгоградран тата Питӗр хулинче кӑмӑлсӑр. Волгоградра вӑл ыйтӑма хутшӑннӑ ҫынсен 41 процентне кӑна килӗшет. Петербуржецсен 38 % Дворцовая лапамӗнче вырнаҫтарнӑ чӑрӑш вӗсене пачах та килӗшменни ҫинчен пӗлтернӗ. 

Ыйтӑм валли кашни хуларан 700 ҫынна суйласа илнӗ пулнӑ. Мускавпа Санкт-Петербургран – пиншер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев