Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан делегацийӗ Аксури Уявра чи хитре тумсемпеччӗ

Рустам Минниханов та ҫулталӑкне пӗрре чӑваш кӗпипе тӑхӑнса ҫынсемпе пӗрле савӑнать пулсан, пирӗн унран тӗслӗх илсен те пӑсмӗ. Президент пире чӑвашла мантарасшӑн мар. Халӑха халӑх пек чӗлхе чӑмӑртаса тытнине лайӑх пӗлет вӑл. Ҫакна унран пӗрре мар илтнӗ. "Уяв" пек мероприятисем пире хунавланма пулӑшасса шанас килет.

Чӑваш культурин уявне йӗркелекенсем халӑх тумӗ ҫине пусӑм туни хӑй ҫимӗҫне питӗ илемлӗ сӑрсемпе кӑтартрӗ. Мӗнле кӑна ансамбль ҫукчӗ пуль Уявра, мӗнле кӑна костюм курмарӑмӑр!
Халӑх чунӗ тӗрӗре тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав ваттисем. Хӑй илемӗпе вӑл илӗртет, тыткӑнлать, ӑшра савӑк кӑмӑл ҫуратать. Тӗрлӗрен тӗрӗсем Уявра пинӗ-пинӗпеччӗ! Вӗсем пулччӑр тесе Дмитрий Самаренкин нумай тӑрӑшрӗ. 
Рустам Минниханов та ҫулталӑкне пӗрре чӑваш кӗпипе тӑхӑнса ҫынсемпе пӗрле савӑнать пулсан, пирӗн унран тӗслӗх илсен те пӑсмӗ. Президент пире чӑвашла мантарасшӑн мар. Ҫакна унран пӗрре мар илтнӗ. "Уяв" пек мероприятисем пире хунавланма пулӑшасса шанас килет.
Хусантан автобуспа килнӗ хӑнасем ылтӑнпа тӗрленӗ шупӑрсемпеччӗ, кӗмӗл тӗслӗ хушпусемпеччӗ, шурӑ атӑсемпеччӗ. Эх, илемлӗччӗ те Уяв!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев