Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Федераллӑ Университечӗ студентсен ҫӗнтерӳ маршне ирттерӗ

Апрелӗн 29-мӗшӗнче Хусан Федераллӑ Университечӗ студентсен ҫӗнтерӳ маршне ирттерӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул иртнине халаллаҫҫӗ, ҫакӑн пирки аслӑ шкул пресс-служби пӗлтерет

"Кӑҫал эпир студентсен маршне ХФУ тӗп здани картишӗнче ирттерӗпӗр. Ҫитес ҫул мероприятие йӑлана кӗнӗ форматпа ирттерессе шанатпӑр", – каланӑ ХФУ ҫамрӑкӗсен политикин директорӗ Юлия Виноградова.

Мероприятие университетри мӗнпур институт студенчӗсем, ҫав шутра хатӗрлев факультетне ҫӳрекенсем те, студентсен общество организацийӗсен представителӗсем те хутшӑнӗҫ. Студентсен маршӗнче пурӗ 500 ытла ҫын пулать. Мухтав Аллейинчи Муса Джалилӗн бюсчӗ патне чечексем хурас церемоние вара тата 100 ҫын хутшӑнӗ.

Ҫав кун пухӑннӑ ҫынсем умӗнче Хусан университечӗн хорӗ тухса юрлать. Марш вӗҫӗнче вара тӳпене 77 кӑвакарчӑн вӗҫтереҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев