Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан федераллă университечӗн эксперчӗ 2020 çулхи çанталăка хакланă

Ноябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 15-мӗшӗччен Хусанта юр та, çумăр та çуман

Иртсе пыракан çулта хусансене çанталăкпа ăннă. Çакăн çинчен тӳрех темиçефактсем çирӗплетеççӗ, тесе пӗлтернӗ ХФУн метеорологи кафедрин доценчӗ Тимур Аухадеев.

«Кăçал хăрушă типӗ пулмарӗ. Майпа июнь уйăхӗсенче çумăр ытлашшипех çурӗ. Çӗнӗ температура нормисемпе килӗшӳллӗн, 1991-2020 çулсенче вăтамран илсен, Хусанти климат 0,5 градуса ӳснӗ. Çуллахи сезонра çумăр хӗллехи юртан сахалтарах çăвать», – тесе ăнлантарнă вăл.

Кӗркуннен тата хальхи хӗллен уйрăмлăхӗсем çинчен каланă чухне, Аухадеев кăçал хӗвеллӗ сентябрь пулнине палăртнă, хӗвеллӗ сехетсем 228-па танлашнă. Ку кăтарту сентябрьшӗн – реккорд. «Карчăк ăшши» те кăçал вăраха тăсăлнă – сентябрӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 16-мӗшӗччен.
Ноябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 15-мӗшӗччен  Хусанта юр та, çумăр та çуман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев