Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан историйӗ нумайӑшне кӑсӑклантарать

Владимир Ленинпа Лев Толстоя Хусан университетне вӗренсе пӗтереймен паллӑ ҫынсем тенӗ роликра

Тутарстанӑн шӗкӗр хулине ытларах турист илӗртес тӗллевпе Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗ Хусан аваллӑхӗ пирки анимаци роликӗ хатӗрленӗ. Унта хула мӗнле пулса кайнин легендисене кӗртнӗ, Хусана 1000 ҫул хушнӑ чехсен тимӗр укҫине те манман. Атӑлҫи Пӑлхар чиккинчи хуларан Хусан еплерех пысӑк суту-илӳ центрне ҫаврӑннине, хан, патша, шуррисемпе хӗрлисем вӑхӑтӗнчи тапхӑрсене хальхи ҫамрӑксем, шкул ачисем ӑнланмалла, тӗрӗсрех каласан, йышӑнмалла форматпа ӳкерсе кӑтартнӑ. Ролик 6 минут та 38 ҫекунт кӑна пырать пулин те, унта Хаяр Иван та, Петӗр патша та, Кӗтӗрне те, Шаляпин та пур. Владимир Ленинпа Лев Толстоя Хусан университетне вӗренсе пӗтереймен паллӑ ҫынсем тенӗ роликра. Кулӑш, мэмсем валли унта нумай вырӑн уйӑрнӑ.
Питӗ хӑйне евӗр, вӑл пурне те килӗшес ҫук-тӑр.
Ролика "Татнефть" панӑ грант укҫипе кӑларнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев