Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Кремлӗнче чӑваш художникӗ курав йӗркелет

Владимир Акимов калавсем те ҫырать

Тутарстан Республикин тата Раҫҫейӗн ӳнер искусствине пысӑк хулӑм кӗртнӗ паллӑ художникӑн Владимир Акимовӑн картинисен куравӗ ноябрӗн 27-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Ӳнер искусствин музейĕнчи "Хазинэ" галлерейӑн 2-мӗш хутӗнче уҫӑлать.

Пирӗн ентеш живописьри тӗрлӗ жанрпа ӗҫлет. Вӑл ҫырнӑ портретсенче те, пейзажсенсе те, сюрреализма ӳкерчӗксенче те маҫтӑрӑн алли сисӗнет. Библири сюжетсене те хӑйӗн анлӑ фантазийӗ витӗр кӑларса куракан умне хӑрамасӑр тӑратать вӑл. Унӑн картинисене хупа-ху пӗчченлӗхре юлса пӑхма кӑмӑллӑ. Шухӑшлаттараҫҫӗ вӗсем, пӗр-пӗр лайӑх калав е сӑвӑ пекех.
Сӑмах май, Владимир Яковлевич калавсем те ҫырать.
Вӗсен хушшинче хӑй ҫуралнӑ Самар облаҫӗнчи Ендурайкино ялӗ ҫинчен ҫырнисем нумай. Кӗнеке кӑлармалӑх пурте паллакан иллюстрацисем те сахал мар.
Курав Хусан Кремлӗнче 2021 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗччен иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев