Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан марафонӗ майӑн 1-2-мӗшӗнче иртет

Тутарстан чӑвашӗсенчен ҫак марафона Пӗкӗлмере пурӑнакан Владимир Белов хутщӑнма кӑмӑл турӗ

Ҫакӑн ҫинчен Хусанӑн ӗҫлӗ тунтикун канашлӑвӗнче хулари ӗҫтӑвкомӑн Физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Альберт Салихов пӗлтернӗ.

"Майӑн 2-мӗшӗнче пӗтӗм Хусана чупу бумӗ явӑлтаса илет, ҫак кун Хусан марафонӗ пулать, вӑл хулари илемлӗ вырӑнсем тӑрӑх чупса экскурси иртме май парать. Ҫак уйрӑмлӑха пула марафон Хусанӑн визит карточки пулса тӑчӗ, ҫавна пулах вӑл пирӗн ҫӗршыври ытти ӑмӑртусенчен уйрӑлса тӑрать",– тенӗ спикер.

Салихов палӑртнӑ тӑрӑх, хула ҫыннисен пӗлмелле – марафон иртнӗ кунсенче – майӑн 1-2-мӗшӗсенче ҫулсем ҫинче вӑхӑтлӑх чарусем кӗртеҫҫӗ. Тӗплӗнрех схемӑсемпе Хусан марафонӗ сайтӗнче паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев