Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан пуҫлӑхӗ аллине клюшка тытнӑ

Ильсур Метшин "Золотая шайба" турнирӑн хула тапхӑрӗнчи гала-матчне хутшӑннӑ

Нумай пулмасть Хусанти "Хура кӳлӗ" паркӗнче Тарасов ячӗллӗ ҫамрӑк хоккеистсен Пӗтӗмраҫҫейри "Ылтӑн шайба" турнирӗн хула тапхӑрӗ пуҫланнӑ. 

Кӑҫал унта хутшӑнма 107 командӑри 2140 спортсмен кӑмӑл тунӑ. Гала-матчра пӗчӗк хоккеистсемпе пӗрле Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, район администрацийӗсен ертӳҫисем, Тутарстанри хоккей федерацийӗсен ертӳҫисем тата "Ак Барс" хоккей клубӗн ветеранӗсем пӑр ҫине тухнӑ. 

"Сак матчпа эпир турнирӑн финал пайне уҫатпӑр. Пирӗн Хулара пӗчӗк хоккеистсем валли 78 усӑ хоккей площадки ӗҫлет тата 15 искуственнӑй пӑрлӑ 12 пӑр керменӗ ӗҫлет. Ҫакӑ йӑлтах пире ӳсме тата Хусан, Тутарстан тата Раҫҫей чысне хӳтӗлеме пулӑшать",– тесе палӑртнӑ Метшин.

Пӑр площадкине "симӗссисемпе" "шуррисен" командисем тухнӑ. Хусан мэрӗ симӗссисем майлӑ 77-мӗш номерпе вылянӑ. 

"Симӗссисем" 6:3 шутпа ҫӗнтернӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев