Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан тата Сăр хӳтӗлев чиккисене тунă чух пирӗн 36 районпа икӗ хула çыннисем окоп чавнă

1941 çулхи декабрь уйăхӗ тӗлне хӳтӗлев строительствин 17 управленийӗнче пурӗ 154 хирти строительство управленийӗ пулнă. Вӗсене обком, совнарком, райком секретарӗсем ертсе пынă. Хӳтӗлев строительствин тӗп управленине фронтсенчи инженери управленийӗсен мӗнпур специалистне явăçтарнă.

ТАССР, ЧАССР тата Мари АССРӗ территорийӗсем тăрăх иртекен хӳтӗлев чиккин пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗ 377 çухрăм, вӗсенчен 220-шӗ Тутарстан территорийӗнче

Мускава тăшман илес хăрушлăх пысăк пулнăран 1941 çулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче Оборона комитечӗ çӗршывăн тылӗнче хӳтӗлев чиккисем чавма йышăнса строительствăн пирвайхи планне сӳтсе явнă.

СССР тӗп хулине Мускава илесси нимӗç фашисчӗсен «Барбаросса» планӗн тӗллевӗ пулнă. 1941 çулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнче вермахтăн «Центр» Çарӗн 2-мӗш танк ушкăнӗ наступлени пуçланă. Çапла пуçланнă «Тайфун» операци. «Центрăн» ытти ушкăнӗсем те наступление куçмалла пулнă. Нимӗç çарӗсем октябрӗн 4-мӗшӗнче Калуга облаçӗнчи Спас – Деменскпа Киров, октябрӗн 5-мӗшӗнче Юхнов хулисене илсе Совет оборонин фронтне татнă. Çав кунах Вязьма еннелле тухнă. Октябрӗн 7-мӗшӗнче нимӗç çарӗсем Вязьма тăрăхӗнчи пирӗн Хӗвеланăç тата Резерв фрончӗсене унка илнӗ. Вязьмăпа Брянск патӗнче 660 пин ытла совет салтакӗ тыткăна лекнӗ. 

Брянскпа Вязьма патӗнче совет çарӗсене аркатни, паллах, лару-тăрăва йывăрлатнă, тăшман Мускав патнелле çывхарнă. Резерв фрончӗн юлнă çарӗсене октябрӗн 10-мӗшӗнче Г.К.Жуков ертсе пыракан Хӗвеланăç фрончӗпе пӗрлештернӗ. Октябрь уйăхӗн вӗçӗнче çапăçусем Мускавран 80 – 100 çухрăмра пынă.

1941 çулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче СССР Оборона патшалăх комитечӗ  ГКО– 801№ «СССР тӗп хулине Мускава эвакуацилесси çинчен» постановлени кăларнă. Тепӗр кунах Генеральнăй штаба, çар академийӗсене, наркомата, ытти учрежденисене тата ют çӗршыв посольствисене Куйбышева, Хусана, Ульяновска эвакуацилеме, заводсене, электростанцисене, кӗперсене минăсем хума тытăннă. Хулара шуйхану (паника) пуçланнă. Вун-вун пин çын хуларан кайма хăтланнă. 

СССР Оборона патшалăх комитечӗн «Мускавра тата ун çывăхӗнче осада  лару-тăрăвӗ пуçланни çинчен» постановленийӗ 1941 çулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче вăя кӗнӗ. Октябрӗн 15-мӗшӗнче Совинформбюро фронтра лару-тăру япăхланнине халăха уççăн пӗлтернӗ. 

«Барбаросса» планăн тӗп тӗллевӗсенчен тепри Архангельск, Хусан, Куйбышев, Саратов, Астрахань линийӗ çине тухасси пулнă, вермахт командованийӗ вăрçă пуçланнă хыççăн 8-10 эрнеренех унта çитме ӗмӗтленнӗ.

1941 çулхи октябрӗн 13-мӗшӗнче харăсах икӗ постановлени йышăннă. Пӗрремӗшӗ – «Хӳтӗлев строительстви çинчен» (782№) НКО çумӗнче Хӳтӗлев строительствин тӗп управленине туса хурасси. Тӗп задачи – палăртнă хӳтӗлев чиккисене хир укрепленийӗсем евӗрлӗ тăвасси. Иккӗмӗш задача –  Упа тăвӗнчен (Медвежья Гора) пуçласа Онежск кӳллипе Екатерина каналӗн хӗвелтухăç çыранӗсем тăрăх, Череповецк çирӗплетӳ районӗ (малалла – ÇР),  Рыбинско – Ярославски – Иванововознесенски ÇР, Чулхула ÇР, Ока, Цна, Лебедынь патӗнчи Дон юханшывсен линийӗнчен иртсе малалла Дон юханшывăн хӗвелтухăç çыранӗ тăрăх пӗрремӗш хӳтӗлев чиккине чавмалла. Çав вăхăтрах Чулхула ÇР-ӗнчен пуçласа Атăлăн çурçӗрпе хӗвелтухăç çыранӗсен çумӗпе Астрахане, Хусан, Ульяновск, Куйбышев (иккӗллӗ лини), Саратов, Сталинграда çити иккӗмӗш хӳтӗлев чиккин строительствине пуçласа 1941 çулхи декабрӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗçлемелле. 

НКОн Çарпа инженери тӗп управленийӗн начальникне Леонтий Котляра, унăн пӗрремӗш çумӗ пулма Карп Павлова, иккӗмӗш çумӗ пулма Иван Салащенкăна çирӗплетнӗ. Хӳтӗлев чиккисен пӗтӗмӗшле строительствине ертсе пыма Лаврентий Берияна явапланă. 

СССР НКВД 1941 çулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче йышăннă хушăвӗпе НКО çумӗнче йӗркеленнӗ Хӳтӗлев строительствин тӗп управленийӗн йышне  НКВДн хӳтӗлев строительствипе ӗçлекен строительство организацийӗсене кӗртнӗ. Çавăнпа пӗрлех Хӳтӗлев строительствин тӗп управленине 300 пин çынран тăракан Сапер çарне йӗркелеме ирӗк панă. 

Сапер çарӗсене йӗркелес ӗç 1941 çулхи октябрь уйăхӗнче пуçланнă. 1942 çулхи январь уйăхӗ тӗлне кун пек çарсем пурӗ 10 таранах пухăннă, унта пӗтӗмпе 318 пин çын тăнă.  

Хӳтӗлев строительствин тӗп управленийӗ Чулхулара тӗпленнӗ. СССР НКО генеральнăй штабӗ лару-тăрăва пăхса хӳтӗлев ӗçӗсен управленийӗсене çӗнӗ вырăнсенче йӗркелеме йышăннă. Кунтах ăçта вырнаçмалли вырăна, строительство ӗçӗсен чиккисене палăртнă.

Хӳтӗлев строительствин управленийӗсем çак хуласенче вырнаçнă пулнă: 

1-мӗшӗ Медвежьегорскра, 2-мӗшӗ Вологдăра, 3-мӗшӗ Ярославльте, 4-мӗшӗ Куйбышевра, 5-мӗшӗ Сталинградра, 6-мӗшӗ Пензăра, 7-мӗшӗ Саратовра, 8-мӗшӗ Сальскра, 9-мӗшӗ Краснодарта, 10-мӗшӗ Грозныйра. 

 СССР Оборона патшалăх комитечӗ хушма заданисем панипе хӳтӗлев строительствин тепӗр 7 управленине йӗркелеме тивнӗ. Вӗсем çак хуласенче вырнаçнă: 11-мӗшӗ Хусанта, 12-мӗшӗ Шупашкарта, 13-мӗшӗ Чулхулара, 15-мӗшӗ Рязаньте, 16-мӗшӗ Воронежра, 19-мӗшӗ Обливскра, 20-мӗшӗ Владимирта.

1941 çулхи декабрь уйăхӗ тӗлне хӳтӗлев строительствин 17 управленийӗнче пурӗ 154 хирти строительство управленийӗ пулнă. Вӗсене обком, совнарком, райком секретарӗсем ертсе пынă. Хӳтӗлев строительствин тӗп управленине фронтсенчи инженери управленийӗсен мӗнпур специалистне явăçтарнă.

Хӳтӗлев строительствин 11-мӗш управленине (Хусан) Оборона наркомачӗ 1941 çулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче йышăннă 012№ хушăвӗпе йӗркеленӗ. Ăна ертсе пыма патшалăх хăрушсăрлăхӗн майорне И.С.Шикторова çирӗплетнӗ. 

Хӳтӗлев строительствин 11-мӗш управленийӗ вырнаçнă Хусана тӗп ӗç ушкăнӗ 1941 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗнче килнӗ. Çав кунах Хӳтӗлев строительствин 4-мӗш управленийӗн ертӳçин çумӗпе, хăрушсăрлăх службин майорӗпе Г.Афанасьевпа НКО генеральнăй штабӗн çумӗ Д.Никишов генерал-майор тата СССР НКВДăн тӗп гидростройӗн ПТО ертӳçи, 11-мӗш управленин тӗп инженерӗ пулма çирӗплетнӗ П.Батунер килсе çитнӗ. ТАССР обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ А.М.Алемасовпа  ТАССР Совнаркомӗн председателӗ С.Х.Гафиатуллин  хутшăннипе Куйбышев çаврăмӗн (обвочӗн) çурçӗр пайне тата Хусанпа Куйбышев  урлашкине (перемычкине) хӳтӗлев строительствин 11-мӗш управленийӗн йышне кӗртнӗ. 

Схема тăрăх, 11-мӗш управленин хӳтӗлев чикки ТАССР, ЧАССР тата Мари АССР территорийӗ тăрăх: Атăлăн сулахай çыранӗнчи Ветлуга юханшывӗнчен пуçласа Хусан çумӗпе Течче çити, Хусан çаврăмӗ Атăл хӗррипе Покровское ялӗнчен пуçласа Вăрмар станцийӗ, Кайпăç, Апас район центрӗсем урлă Куйбышева (халӗ Пăлхар) çити чавмалла пулнă. 

Виçӗ республика территорийӗ тăрăх иртекен хӳтӗлев чиккин пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗ 377 çухрăм, вӗсенчен 220 çухрăмӗ Тутарстан территорийӗнче. Хӳтӗлев чиккин строительствине Тутарстанран 36 район, Ешӗлварпа Хусан хулисем тата Наркомстройăн 12№ стройтресчӗ, СССР Авиаци промышленноçӗн 14№ стройтресчӗ  хутшăннă.

Ӗç калăпăшӗпе килӗшӳллӗн, окоп чавма куллен 180 пин рабочипе колхозник, 150 автомашина, 100 трактор,1600 пуç лаша тухнă. 

1942 çулхи февралӗн 11-мӗшӗнче комисси хатӗр окопсем техника докуменчӗсенче кăтартнă пек пулнипе пулманнине вырăна кайса тӗрӗсленӗ хыççăн строительство ӗçне «лайăх» тесе хакланă. 

Хусан хӳтӗлев чиккин строительствине Саперсен 4-мӗш çарӗн 8-мӗш уйрăм бригади тата 1313№ рабочи колонни хутшăннă.  

1313№ рабочи колоннине 1941 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗсенче Мускавра мобилизациленнӗ çынсенчен йӗркеленӗ. Командирӗ М.Т.Богданов, çар комиссарӗ аслă политрук А.В. Гарин, колонна командирӗн  çумӗ И.Н. Тетерин пулнă. 

Асăннă çар колонни  маларах Мускав патӗнчи хӳтӗлев чиккин строительствине хутшăннăскере ӗç вӗçленсен колоннăна СССР Авиаци промышленноçне (ăна 14 № стройтрест та пăхăннă) панă. Вăл вара Хусана Мускавран эвакуациленнӗ 22№ Авиаци заводне тума янă. 

Тутар обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн А.М.Алемасовăн хушăвӗпе 1941 çулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче ӗç колоннине Течче, хӳтӗлев чиккин строительствине, янă. Вăл Льяшево, Ямбулдино, Монастырски тата Ильинка ялӗсенче вырнаçнă. 

1941 çулхи декабрь уйăхӗнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхӗччен выçлăхпа тата чирлесе 8 хӗрлӗармеец вилнӗ, асăннă ялсен масарӗсене пытарнă вӗсене. 

Ильинка масарӗнче пытарнă пӗр хӗрлӗармеецăн тăванӗсене нумай çул шыранă хыççăн тупрăм. Вăл – Мирон Наумович Пелипер. Мускаври Бауман çар комиссариатӗнчен мобилизациленнӗскер. 

Атăлçи çар округӗн Саперсен 4-мӗш çарӗн 8-мӗш бригадине 1941 çулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче (управлени бригади) йӗркеленӗ пулнă. Сапер батальонӗсем Хусан çывăхӗнчи çак поселоксемпе ялсенче йӗркеленнӗ: Юдино, Кукушкино, Борисково, Константиновка, Самосырово, Кӗçӗн Клыки, Богородское.  Бригадăн командирне П.Ф.Новикова çирӗплетнӗ. Çар комиссарӗ, батальонăн аслă комиссарӗ И.Н.Пелесов.

Çак бригадăран вилнисен даннăйӗсем те паллă, вӗсене Теччӗ районӗнчи Аслă Турма, Монастырское ялӗсен масарӗсене пытарнă. 

1257-мӗш саперсен уйрăм батальонне 1942 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче Çурçӗр-Хӗвеланăç фрончӗн 2-мӗш Ударный çарне янă. 

Çав кунах 1259-мӗш саперсен уйрăм батальонӗ те ку фронтах, анчах 11-мӗш Çара кайнă. 

1262-мӗш саперсен уйрăм батальонне 1942 çулхи мартăн 22-мӗшӗнче Воронеж фронтӗнчи 6-мӗш Çара янă.  Шăпах çак батальонра пирӗн ентеш, Çӗньял çынни Леонтий Тимофеевич Молодцов (1901 çулхи) çапăçнă. Ăна 1941 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗнче районти çар комиссариатӗнчен  мобилизацилесе малтан Кайпăçа окоп чавма янă  пулнă. Вăл 1943 çулта Çурçӗр-хӗвеланăç фронтӗнче хыпарсăр çухалнă пирки хыпар килнӗ. Анчах эпӗ Леонтий Тимофеевич Молодцовăн фронтри йӗрӗ çине ӳксе ун çинчен тӗплӗнрех пӗлме пултартăм, вăл 1943 çулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче пуç хунă, Украинăри Кировоград облаçне кӗрекен Петровски районӗнчи Зеленое ялӗнче пытарнă.

Анатолий ХОХЛОВ.

Теччӗ районӗ. 

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксенче: М.Н.Пелипер; Л.Т.Молодцов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Великая Отечественная война