Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана килекен туристсен шучӗ пандемичченхи кăтартусем патне çывхарать

Иртнӗ çулта Тутарстанăн шӗкӗр хулине виçӗ миллион турист килсе кайнă. Отельсемпе хăна çурчӗсем вăтамран утмăл процента тулнă. Çакă туристсен шучӗ пандемичченхи кăтартусем патне çывхарни çинчен калать.

Çакăн çинчен Хусан мэрийӗнчи Ӗçлӗ тунтикунра хулари Туризма аталантаракан комитетăн ертӳçи Дарья Санникова пӗлтернӗ. Вăл палăртнă тăрăх, туризм отраслӗнчи йывăрлăхсене пăхмасăрах, пандеми туристсене илӗртмелли альтернативлă çулсене шырама хистенӗ. Шалти маршрутсем пирӗн çӗршывăн çулçӳрев карттисенче лайăх çирӗпленнӗ. Санникова сăмахӗсемпе, туристсене йышăнассипе Хусан Мускавпа Питӗртен юлмасть. Уйрăмлăх кунта хăна çурчӗсен, номер фончӗсен шутӗнче кăна. Хусана килекенсем пуринчен те ытларах кунти Кремле кайса курасшăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев