Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана лартса ҫитереп тесе улталасшӑн пулнӑ

Пӗтреçре пурӑнакан хӗр автобус чарӑнӑвӗнче тӑнӑ пулнӑ. Ун патне Seat машинапа арҫын пырса чарӑнать те хулана лартса ҫитерме сӗнет. Хӗр машинана ларать.

Вӗсем Пӗтреçрен тухсан машина чарӑнса ларать, водитель иномарка ҫӗмрӗлчӗ тесе ӑнлантарать. Ун хыҫҫӑн баллончикран питне мӗнпе-тӗр сапать. Хӗр ҫавӑнтах ҫывӑрса каять.
Вӑрансан вӑл ӑна салтӑнтарма хӑтланнине туять. Самантпа уҫӑ курса хӗр хурах аллинчен ҫӑлӑнма пултарать те тарать.
Хӑраса кайнипе водитель те вырӑнтан тарать. Вӑл хӗрӗн япалисене хӑйпе пӗрле илсе каять.
Хур тӳсекен хӗр полицине евитлет, вӑрланӑ япалисене вӑл 10 пин тенкӗлӗх хаклать.
Темиҫе сехет иртсен полици сотрудникӗсем ҫак районти Ҫӗнӗ Шигалеево ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна тытса чараҫҫӗ. Хӗр ӑна палласа илет.
Йӗрке хуралҫисем ку ҫын ӗнтӗ пӗр хутчен полици аллине ҫакланнӑ пулнине палӑртнӑ. Маларах ӑна ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн явап тыттарнӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак арҫын аллинчен хур курма пултарнӑ ытти ҫынсене шыраҫҫӗ.
Полицин шанӑҫ телефонӗ 8(843) 291-20-02 (телефон доверия).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев