Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана ҫӗмрӗк глушительпе ан кайӑр

Кӑҫал автоинспекторсем пысӑк шав кӑларакан 390 транспорт хатӗрне тытса чарнӑ. 55 автомобилӗн патшалӑх учетне пӑрахӑҫланӑ

Транспорт хатӗрӗсем Хусанти тӗрлӗ районсенчи сарлака ҫулсемпе ирӗн-каҫӑн кӗрлеттерсе ҫӳрекен машинасем нумайӑшне пысӑк шав кӑларнипе чӑрмантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Патшалӑх автоинспекцийӗ ятарлӑ рейдсем ирттерет те.
Шӑв-шав шайне виҫме сотрудниксем шумомерсемпе усӑ кураҫҫӗ. Шавӑн палӑртнӑ нормисенчен иртнӗшӗн водительсене РФ КоАПӗн 8.23 статйипе «Эксплуатация механических транспортных средств с превышением нормативов содержания загрязняющих веществ в выбросах либо нормативов уровня шума» явап тыттараҫҫӗ. Ун тӑрӑх е асӑрхаттару тӑваҫҫӗ, е 500 тенкӗ штраф парӑнать. Унсӑр пуҫне транспорт хатӗрӗн конструкцине РФ законодательствин требованийӗсемпе килӗшсе тӑман улшӑнусем кӗртнӗшӗн (глушитель вырӑнне тӳрӗ пӑрӑх вырнаҫтарнӑшӑн ) автомобильсен тата мотоциклсен водителӗсене РФ КоАПӗн 12.5 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттараҫҫӗ.
Правона административлӑ майпа пӑснӑшӑн ҫырса хатӗрленӗ материалсене Патшалӑх автоинспекцине ярса параҫҫӗ. Унта ҫул ҫинчи йӗркене пӑсакан траспорт хатӗрӗн патшалӑх учетне пӑрахӑҫласси пирки йышӑну тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал автоинспекторсем пысӑк шав кӑларакан 390 транспорт хатӗрне тытса чарнӑ. 55 автомобилӗн патшалӑх учетне пӑрахӑҫланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев