Хусана вӑрӑмтунасем тапӑннӑ
Юрать-ха санитари тивӗҫтерӗвӗн фирмисем пур
Ку ҫулла Хусанта вӑрӑмтуна нумаййине палӑртаҫҫӗ специалистсем. Хӑйсене юн ӗмекенсенчен ҫӑлас тесе хулара пурӑнакансем территорисене ятарла им-ҫам саптараҫҫӗ. Санитари обработкипе ӗҫлекен фирмӑсенчен пӗрин ертӳҫин, Вадим Голосовӑн сӑмахӗсемпе, кунне вӗсен компанийӗ 10 таран заказа пурнӑҫлать.
"Кӑҫал питӗ нумай юр ҫунипе сывлӑшри нӳрӗк ытти ҫултисенсен ытларах пулмалла. Ҫавӑнпа вӑрӑмтунасем те иртнӗ ҫулхисенчен ытларах ӗрченӗ",– тесе палӑртнӑ вӑл журналистсемпе калаҫнӑ чух.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев