Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана вӗҫсе килме йӳнерех пулать

Регионсем тата РФ Транспорт министерстви субсидилекен халӑхсем хушшинчи авиавӗҫевсен программинче Тутарстан хастар хутшӑнать

  Ҫӗнӗ ҫулхи уявсенче туристсем Тутарстана льготӑллӑ авиапрограммӑпа вӗҫсе килме пултараҫҫӗ.

Январь пуҫламӑшӗнче Тутарстана килсе курас текен пассажирсемшӗн льготӑллӑ авиапрограммӑсем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, февральте республикӑна ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов пӗлтернӗ. 

"Регионсем тата РФ Транспорт министерстви субсидилекен халӑхсем хушшинчи авиавӗҫевсен программинче Тутарстан хастар хутшӑнать. Февралӗн 1-2-мӗшӗсенче  Архангельскран, Аҫтӑрханрӑн, Барнаултан, Брянскран, Волгоградран, Калугӑран, Липецкран, Махачкаларан, Чулхуларан, Омскран, Самартан, Челябинскран тата  Ярославльтен ҫӗнӗ рейссем уҫӑлаҫҫӗ», - тесе пӗлтернӗ вӑл.

Республикӑна йӳнерех хакпа январӗн 1-2-мӗшӗсенче Архангельскран, Аҫтӑрханран, Барнаултан, Брянскран, Волгоградран, Калугӑран, Липецкран, Махачкаларан, Чулхуларан, Омскран, Самартан, Челябинскран, Ярославльтен, Кемероворан, Пермьрен, Дон ҫи Ростовран, Тюменьрен вӗҫсе килме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев