Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНКАЙ ХАЛАЛӖ ХАЛЬТЕ ЧӖРЕРЕ

Пётр Петровичăн вилӗмсӗр сăмахӗсем пурнăç тӗллевӗ пулса тăчӗç, йывăрлăхсене тӳсӗмлӗн çӗнтерсе пыма вӗрентрӗç

1966 çулта Аксу районӗнче чăваш литературин эрнине ирттерчӗç. Унта пирӗн республикăри чăваш çыравçисем хутшăнчӗç. Вӗсем районти чăваш ялӗсенче пулса курчӗç. Сумлă хăнасене кӗтсе илме Кивӗ Ӳселӗнчи партипе комсомол организацийӗсем, «Сульча» колхоз ертӳçисем, ялти клуб ӗçченӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем питӗ тăрăшса хатӗрленчӗç.​

Вăл вăхăтра «Сульча» колхоза Фёдор Васильевич Латышев, «Хисеп палли» орден кавалерӗ, ертсе пыратчӗ. Ял Совечӗн председателӗ пулса пултаруллă Анна Александровна Куропаткина ӗçлетчӗ. Пуçламăш парти секретарӗн тивӗçне Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ, бригадир пулса ӗçлекен Георгий Петрович Скрипачёв илсе пыратчӗ. Шкул директорӗнче анлă тавракурăмлă та тăрăшуллă Анатолий Макарович Андреев вăй хуратчӗ. Вырăнти комсомол организацине спорта юратакан, шкулта нимӗç чӗлхи вӗрентекен Виктор Арсентьевич Колин пурнăçлатчӗ.

Мероприятие чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Клавдия Алексеевна Наумова, ачасен чи юратнă учительници, ырми-канми хатӗрленчӗ. Вăл, Элкел районӗнчи Кивӗ Хăрата ялӗнче çуралса ӳснӗскер, 5–7-мӗш классене вӗренме Сиктӗрме ялне çӳренӗ, Петӗр Хусанкая палланă, пирӗн шкулта 1951 çулта Аксури чăваш педагогика училищинчен вӗренсе тухсан ӗçлеме пуçланă. Кӗске вăхăтрах ӗçре пысăк çитӗнӳсем туса республикăра паллă педагог пулса тăнă. Клавдия Алексеевна ачасене килекен хăнасене саламлă сăмахсемпе кӗтсе илме хатӗрлерӗ, чăваш сăри вӗретрӗ, кăмакара кăпăшка çаврака çăкăр пӗçерсе кăларчӗ…

Кӗтнӗ хăнасем Кивӗ Ӳселне ака уйăхӗн 28-мӗшӗнче 10 сехетре килсе çитрӗç. Вӗсене кӗтнӗ май клуб умне ял халăхӗ пуçтарăнчӗ. Ачасем хăйсен класс ертӳçисемпе ретӗн-ретӗн тăрса тухрӗç, унта эпӗ те пурччӗ. Вăл кун çанталăк лăпкă, хӗвеллӗ те ăшă пулчӗ. Ваттисен йăлипе хăнасене ялти хисепе тивӗçлӗ ватăсем Степан Егорович Левашовпа Артемий Игнатьевич Львов çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе кӗтсе илчӗç. Ушкăнри çынсем: Александра Петровна Рябова – Аксури парти райкомӗн секретарӗ, Пётр Петрович Казанков (Хусанкай) – чăваш поэчӗ, Алексей Филиппович Башкиров (Талвир) – çыравçă, Георгий Андреевич Ефимов – çыравçă, Константин Константинович Петров – çыравçă, Михаил Павлович Егоров (Сениэль) – сăвăçă, Иван Григорьевич Григорьев (Малгай) – сăвăçă, Виктор Егорович Симаков – районти «Ял пурнăçӗ» ​ хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ, Алексей Александрович Трофимов – Аксури вăтам шкул вӗрентекенӗ.

Ачасем хисеплӗ хăнасене хӗрӳллӗн саламласа чечек çыххисем парнелерӗç. Кун хыççăн делегаци çыннисемпе шкул ачисем клуба кӗчӗç. Культура çурчӗ ачасемпе тулса ларчӗ. Нумайăшӗ сцена умӗнчи урайне вырнаçса ларчӗç. Чăваш çыравçисем хăйсен кун-çулӗ çинчен каласа пачӗç, ачасем валли çырнă сăввисемпе калавӗсен сыпăкӗсене вуларӗç. Вӗренекенсем питӗ тимлӗн итлерӗç. Петӗр Хусанкай вуланă «Сăпка юрри» пурин кăмăлне те кайрӗ. Ку сăвва вуланă хыççăн пурте вăрах вăхăт тăвăллăн алă çупрӗç. Сăвăри йӗркесем ман чӗрене ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлчӗç. Хусанкай ачасене чунтан тăрăшса вӗренме, кӗнекепе туслă пулма, тăван çӗршыва юратма, çирӗп сывлăхпа ӳссе çитӗнме пиллерӗ. Каçхине хисеплӗ çыравçăсемпе сăвăçсем Кивӗ Ӳсел халăхӗпе тӗл пулчӗç, хăйсен пархатарлă ӗçӗнчи çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗç, ял тата шкул вулавăшӗсене кӗнекесем парнелерӗç. Парнесен хушшинче «Хусан» альманах та пурччӗ. Ăна Алексей Талвир ертсе пынипе Тутар кӗнеке издательстви 1965 çулта пичетлесе кăларнă. Унта пирӗн ентешсем Петӗр Хусанкай, Алексей Трофимов, Порфирий Афанасьев, Михаил Захаров, Григорий Акташ, Михаил Сениэль çырнă сăвăсемпе калавсем пичетленнӗ.​

«Хусан» альманахпа эпӗ класс тулашӗнчи ӗçсенче пӗрре мар усă курнă. Кӗнекене уçсанах «Сăпка юрри» сăвва темиçе хутчен вуласа тухаттăмччӗ, пăхмасăр калама та вӗреннӗччӗ. Ачасен хушшинче шкулта та, урамра та час-часах сăвăри асамлă сăмахсемпе усă курса пӗр-пӗрне ăс параттăмăр. Пӗр пайне хам майлă калаттăм: «Урупа ан тапкалаш, аллупа ан çапкалаш, аннӳпе эс ан тавлаш, çывăр, Михала тавраш! Малалла утсан – малаш, каялла юлсан – каяш, чăн çултан эс ан аташ, çывăр, Михала тавраш!» Хусанкай сăвви маншăн пысăк пӗлтерӗшлӗ халал пулса тăчӗ.​

Пётр Петровичăн вилӗмсӗр сăмахӗсем манăн малашнехи пурнăç тӗллевӗ пулса тăчӗç, йывăрлăхсене тӳсӗмлӗн çӗнтерсе пыма вӗрентрӗç, сарлака ӗмӗр саккине пархатарлăн утса тухма пулăшрӗç. Вăл хăй те маншăн ырă тӗслӗх пулса юлчӗ. Пётр Петрович çуралнăранпа кăçал 115 çул çитрӗ. Унăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Вăл вӗренӳре те, ӗçре те, вăрçă хирӗнче те йывăрлăхсене паттăрла сирсе малалла утнă.​

Эпӗ Кивӗ Ӳселӗнчи сакăр çул вӗренмелли шкула лайăх паллăсемпе пӗтертӗм, Теччӗри педагогика училищинчен пуçламăш классене вӗрентекен пулса тухрăм. Ӗçлеме хамăн тăван шкула таврăнтăм. Мана хам юратнă физикăпа математика урокӗсене илсе пыма ирӗк пачӗç. Кӗске вăхăтра куçăн мар майпа аслă пӗлӳ илтӗм. Çемье çавăрса ачасем çитӗнтертӗм, йывăç лартрăм, çурт турăм. Ачасене воспитани парас ӗçре 35 çул вăй хутăм, вӗсенчен 22 çул завуч пулса тăрăшрăм. Кивӗ Ӳсел ял Советне 5 çул ертсе пытăм, 3 çул вырăнти парти организацийӗн секретарӗнче ӗçлерӗм. Хама шанса панă ӗçсене яланах тӳрӗ кăмăлпа тăрăшса пурнăçларăм.​

5-мӗш класра пирӗн класс ертӳçи паллă çыравçă Виктор Егорович Симаковччӗ, 6–8-мӗш классенче вырăс чӗлхипе литературине вăрçă ветеранӗ Пётр Михайлович Гаврилов поэт вӗрентрӗ. Вăл ертсе пыракан «Ешӗл хунав» литература кружокне эпӗ хаваспах çӳреттӗм. Учитель пулса ӗçлеме тытăнсан эпӗ ялти пултаруллă çынсем çинчен çырма тытăнтăм, ӗçсене район хаçатне ярса пама пуçларăм. Çав çулсенче Çӗнӗ Аксу шкул директорӗн çумӗ пулса ӗçлекен çивӗч те пултаруллă Валерий Александрович Мартыновпа туслашрăм, Кивӗ Тимушкел вăтам шкулӗнче математика вӗрентекен сăпайлă, анлă тавракурăмлă, талантлă Владимир Леонтьевич Левуковпа паллашрăм. Майӗпен таврапӗлӳçӗ ӗçне кӳлӗнтӗм, ял историйӗпе, ялти паллă ăрусен пулăмӗсемпе кăсăкланма пуçларăм. Яланах ума лартнă тӗллевсене, Хусанкай пек çирӗп те хастар чӗреллӗ пулса, вӗçне çити туса пӗтерме хăнăхрăм. Çапла майӗпен пурнăç кӗнекине çӗнӗ материалсемпе пуянлатрăм. Юлашки çулсенче Кивӗ Мăкшелӗнче пурăнакан ​ Ирина Михайловна Степанова çыравçă тата таврапӗлӳçӗпе килӗштерсе ӗçлерӗмӗр, пӗр-пӗрне пулăшса пытăмăр. 2018 çулта вара чи пысăк ӗмӗт пурнăçланчӗ: манăн «Михайловсем» ятлă кӗнеке пичетленчӗ.​

Аркадий МИХАЙЛОВ.

Автор архивӗнчи​

сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев