Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанкай пултарулăхӗ – чăваш халăхӗн чӗрӗ сасси

Эпӗ Хусанкай çинчен нумай кӗнеке вуларăм, унăн кун-çулне, пултарулăхне тата сăввисене нумай тишкертӗм. Шухăшлатăп та тӗлӗнетӗп: пирӗн Петӗр Хусанкай тăван чăваш халăхӗшӗн, унăн культуришӗн, малашлăхӗшӗн çав тери пысăк ӗçсем туса хăварнă. Унăн сăввисене вуланă чух таса çăлкуç пек тапса тăракан темле пысăк вăй-хăват пуррине туятăп. Халăх чӗлхи, наци сăн-сăпачӗ, сахал сăмахпа нумай калама пултарни, таса кăмăл, тарăн шухăш... «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсенче мӗн тери тарăн шухăш!

Манăн класс ертӳçи, Рея Ивановна Тимофеева, нумай çул хушши «Сувар» хаçата çырăнса илет. Вăл мана хаçатра Петӗр Хусанкая халалланă конкурссем пуçланни çинчен пӗлтерчӗ. 

Кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. 

Эпӗ Хусанкай çинчен нумай кӗнеке вуларăм, унăн кун-çулне, пултарулăхне тата сăввисене нумай тишкертӗм. Шухăшлатăп та тӗлӗнетӗп: пирӗн Петӗр Хусанкай тăван чăваш халăхӗшӗн, унăн культуришӗн, малашлăхӗшӗн çав тери пысăк ӗçсем туса хăварнă. Унăн сăввисене вуланă чух таса çăлкуç пек тапса тăракан темле пысăк вăй-хăват пуррине туятăп. Халăх чӗлхи, наци сăн-сăпачӗ, сахал сăмахпа нумай калама пултарни, таса кăмăл, тарăн шухăш... «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсенче мӗн тери тарăн шухăш!

Тутарстанра Хусанкая «пирӗн ентеш» теççӗ пулсан, эпир те, Чăваш Республикинче пурăнакансем, аслă поэта çаплах калатпăр. Петӗр Хусанкай ячӗ Тутарстанпа Чăваш Енре кăна мар, пӗтӗм тӗнчипе анлă сарăлнă. Унăн сăввисене вуланă чух Хусанкай манпа юнашар вырнаçса ларнă та шăкăл-шăкăл калаçса чуна пусарнă пек туйăнать. Пӗр сăввине вулатăп, теприне... Урхамах евӗр вăл, Хусанкай, пӗр чарăнми малалла ăнтăлать, çӗнӗ ятсем уçать.

Пӳлӗмре пӗр-пӗчченех Хусанкай кун-çулне тишкерсе ларатăп. Куç умне поэт пурăннă вăхăтри пурнăç ӳкерчӗкӗсем пӗрин хыççăн тепри тухса тăраççӗ. Пурте вӗсем хăйне май мăнаçлă та хăватлă, паянхи кун та хастар, çивӗч, хыттăн янăранă пек туйăнаççӗ, тарăн шухăшӗпе чуна тыткăнлаççӗ. Хусанкай чăваш халăхне тӗнче шайне çӗклессишӗн ырми-канми тăрăшнă. 

2022 çула Чăваш Республикинче Паллă ентешсен çулталăкӗ тесе палăртнă. Паллă ентешсем çинчен чăвашла тупса вулас тесен чăвашла кӗнекесем сахалрах-ха пирӗн. Темшӗн паллă чăвашсем çинчен вырăсла çыратпăр. Ытти халăхшăн та ăнланмалла пултăр тетпӗр-ши? Ман шутпа малашне чăваш культури, чăваш çыннисем пирки ытларах чăвашла çырасчӗ. 

Петӗр Хусанкайăн сăввисен тӗшши – пуян та ырă. Вӗсенче поэт тăван халăхăн пурнăçне, кун-çулне лайăх пӗлни, унăн нушисене хăй чăтса ирттерни сисӗнет. Вăл чăваш халăхӗшӗн чи кирлӗ, чи пысăк ыйтусене хускатма пултарнă. Унăн сăввисене вуланăçемӗн вулас килет. Вӗсем тыткăна илеççӗ, пурăнма, ӗçлеме, вӗренме хавхалантараççӗ. Хусанкай утса çӳренӗ çулсем тап-такăр та тип-тикӗс пулман, мӗншӗн тесен вăл халиччен ура пусса якатман çӗрсене кăмăлланă, малалла талпăннă. 

Малалла-ха пурнăç, малалла.

Эп пăртак чăваш ятне çӗклесшӗн.

Ман юман пулса кашламалла...

Малалла-ха пурнăç, малалла...

Чăваш наци телевиденине час-часах пăхатăп. Мӗн чухлӗ çын хальхи саманара чăвашлах калаçать-çке тесе мăнаçланатăп. Çапах та пăшăрханмалли самантсем те сахал мар. Хула çывăхӗнчи ялсенче ачасем ытларах вырăсла калаçса ӳсеççӗ. Петӗр Хусанкай çак пулăма курсан питӗ пăшăрханнă пулӗччӗ тесе шухăшлатăп. Манăн чăвашлах калаçас килет. Шăллăмсене те чăвашла калаçма хăнăхтаратăп. 

Хусанкай пултарулăхӗ – чăваш халăхӗн чӗрӗ сасси. Çав сасă паян та çухалман, малалла та çирӗп янăраса тăрасса шанас килет. Чăваш чӗлхи вилӗмсӗр, унăн шухăш-ӗмӗчӗ пысăк, анлă та вӗçӗмсӗр пултăр. 

Ырă çын пулса ӳсесчӗ. Чăваш ятне ярас марччӗ, çӳлте тытса пырасчӗ. Виталий Станьял: «Камсем эпир, мӗнле йăхран эпир? Çӗр чăмăрӗн пӗр чӗптӗмӗ эпир, тымарсенче тӗнче кăкне тытатпăр», – тесе çырать. Çапла, чăваш халăхӗ малалла та чăваш пулса юлтăр, чăвашла юрлатăр, чăвашла ташлатăр, чăвашла вулатăр, чăвашла çыртăр, мăнукӗсене те чăвашла вӗренттӗр.

Арина ИВАНОВА.

Чăваш Республики,

Шупашкар районӗ, 

Толик Хураски шкулӗ. 

8-мӗш класс.

(Вӗрентекенӗ – Р.И.Тимофеева). 

А.Хусанкай архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 115 лет Петру Хузангаю

2
X