Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанкай юмахне Хусанта кăтартрӗç

Чăваш актерӗсем халăх поэчӗн юмахне мюзикла çавăрнă

Аслисен тавракурăмне тата анлăрах сарас тесе граждăнла тата патетикăлла хайлавсем шăрçалакан Петӗр Хусанкай ачасем валли мӗн-тӗр çырнине пӗлекенсем сахал-тăр. Унăн «Çывăр пӗчӗкçӗ чăвашӗпе» «Ку мӗскерне» астăватпăр-ха. Юмахӗсене вара аса илекен çук.
Петр Петрович 5 юмах çырнă, вӗсем 1953 çулта уйрăм кӗнекен пичетленсе те тухнă пулнă. Анчах та хальхи вăхăтра чăвашла шухăшласа калаçакан ăру вӗсене пӗлсех каймасть. Çав вăхăтра халăх поэчӗн юмахӗсенче халăх халăх алă йӗрӗ, урăхла каласан, почеркӗ аван сисӗнет. Вӗсенче карчăкпа старик, тухатмăш, чӗрчунсен сăнарӗсем шухăш тӗшшипе палăрса тăраççӗ. 
Петӗр Хусанкайăн «Итлемен Илтепи», «Çарăк», «Çӗр çинче мӗн вăйлăрах», «Кăвакарчăн» юмахӗсене Чăваш патшалăх пукане театрӗ республика пуçлăхӗн гранчӗпе лартать.
Хусанта иртекен тӗрӗк халăхӗсен театрӗсен «Науруз» фестивальне те вӗсем Хусанкай юмахӗпе килнӗ. Хусанти Пукане театрӗн сцени çинче июнӗн 3-мӗшӗнче «Кăвакарчăн» юмахăн премьери иртрӗ. 
Спектакль Хусанкайăн пӗр сывлампа вуланакан сăвви пекех, шыв евӗр пӗр тăхтавсăр юхрӗ. Ун никӗсӗнче фольклортан илнӗ ырăпа усал – икӗ пӗртăван хушшинчи хутшăнусем. Салампи – ырă, Вирлеми – усал. Асăнса хăвармалла, Хусанкайăн хӗрӗ те Салампи ятлă пулнă. Тен юмахне те сăвăç хăйӗн хӗрӗ валли çырнах. 
– Мана актерсем вылянисӗр пуçне постановка меслечӗ килӗшрӗ, – терӗ пирӗн корреспондента ӗç кунӗнче иртекен спектакле килсе курма май тупнă Константин Малышев. – Çутăпа мӗнле ӗçлени, костюмсем, декораци... Хăв миçере пулнине çавăнтах манса кайса юмах ăшне пуçупах кӗрсе каятăн.
Театр артисчӗсене хусансем çак юмаха Çӗнӗ çул елкинче ачасене тепӗр хут кăтартма йыхравланă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство