Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНКАЯ ХАЛАЛЛАНĂ КОНКУРССЕМ

Кăçал Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Çавна кура «Сувар» хаçат кăçал аслă поэтăмăра халалласа проект пурнăçа кӗртет. Тӗрлӗ конкурссем ирттересси пирки хаçатра çырнăччӗ. Редакцие материалсемпе видеороликсем килеççӗ. Хутшăнас текенсене конкурссем пирки тепӗр хут кӗскен аса илтеретпӗр. Тӗплӗнрех хаçатăн 4-мӗш номерӗнче (04.02.2022) е suvargazeta.ru сайтра вуласа пӗлме пулать.

Шкул ачисемпе студентсем валли конкурс «Эпир Хусанкай ентешӗсем» ятлă. Мӗн çинчен çырмалла-ха конкурса яракан хайлавра? Паллах, Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн пултарулăхне тӗпе хумалла. Конкурса сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать.
Вӗрентекенсем валли вара «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурс пуçлатпăр. Аслă поэтăмăрăн хайлавӗсене вӗрентекен, тишкерекен уроксем кӗтетпӗр вӗрентекенсенчен.
Çавăн пекех Петӗр Хусанкай сăввисене калакансен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурсне те ирттеретпӗр. Ку конкурса ача садне çӳрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнма пултараççӗ. Петӗр Хусанкайăн пӗр-пӗр сăввине е поэма сыпăкне каланине видео ӳкермелле те редакцие suvar@mail.ru электронлă адреспа е +79179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла.
Конкурс материалӗсене 2022 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗччен  йышăнатпăр. Сиртен конкурс материалӗсем кӗтетпӗр, хаклă вулаканăмăрсем!
Редакци.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев