Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНКАЯ ХАЛАЛЛАНĂ КОНКУРССЕМ МАЛАЛЛА ТĂСĂЛАÇÇӖ

Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса хаçатра конкурссем ирттерни пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр сире, хаклă вулаканăмăрсем. Кăçал «Суварта» Петӗр Хусанкай çулталăкӗ. Çавăнпа та хутшăнмасăр ан юлăр. Конкурссем пирки кӗскен аса илтеретпӗр. Тӗплӗнрех хаçатăн 4-мӗш номерӗнче (04.02.2022) е сайтра çак каçăпа вуласа пӗлме пулать:  http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/petr-khusankay-curalnaranpa-115-cul-citnine-khalallana-konkurssem-puclatpar-khutshanar.

Шкул ачисемпе студентсем валли конкурс «Эпир Хусанкай ентешӗсем» ятлă. Мӗн çинчен çырмалла-ха конкурса яракан хайлавра? Паллах, Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн пултарулăхне тӗпе хумалла. Конкурса сăвă та, заметка та, калав та, статья та, тӗрленчӗк те çырса яма юрать. 

Вӗрентекенсем валли вара «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» конкурс пуçлатпăр. Аслă поэтăмăрăн хайлавӗсене вӗрентекен, тишкерекен уроксем кӗтетпӗр вӗрентекенсенчен. 

Конкурссем валли хайлавсене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е почта урлă 420066, г.Казань, ул. Декабристов, д.2, а/я 64 адреспа ярса памалла. Хайлава хăш конкурса янине çырма, хăвăрăн ятăра, аçăр ятне, хушаматăра, хăш шкулта вӗреннине е вӗрентнине, телефон номерне палăртма манмалла мар. 

Çавăн пекех Петӗр Хусанкай сăввисене калакансен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» онлайн-конкурсне те ирттеретпӗр. Ку конкурса ача садне çӳрекенсенчен пуçласа аслисем таранах хутшăнма пултараççӗ. Петӗр Хусанкайăн пӗр-пӗр сăввине е поэма сыпăкне каланине видео ӳкермелле те редакцие suvar@mail.ru электронлă адреспа е +79179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. 

Конкурс материалӗсене 2022 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗччен  йышăнатпăр. Чи лайăх ӗçсене хутшăнакансен çул ӳсӗмне кура («Эпир Хусанкай ентешӗсем»  тата «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурссене пырса тивет. – Ред.) 1, 2 тата 3-мӗш вырăнсемпе палăртăпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслӗ. 

Конкурссен положенийӗсемпе «Сувар» хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать.

Сиртен конкурс материалӗсем кӗтетпӗр, хаклă вулаканăмăрсем!

«Шăнкăравăн» паянхи кăларăмӗнче вара «Эпир Хусанкай ентешӗсем» конкурса килнӗ пӗрремӗш ӗçпе паллаштаратпăр.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев