Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанкайсен ҫемйишӗн Чӑваш Наци Конгресӗн Аслӑ Пухӑвӗ хурлӑхлӑ пулчӗ

Чӑваш делегачӗсем тӗрлӗ хула-ялсенчен съезда пухӑннӑ вӑхӑтра унӑн пӗрремӗш президенчӗн Атнер Хусанкайӑн амӑшӗ Вера Кузьмина актриса вилни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Унпа съезд хыҫҫӑн сывпуллашрӑмӑр

Октябрӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗтӗм чӑваш халӑхӗ хамӑрӑн юратнӑ, мухтавлӑ чӑваш  хӗрарӑмне,  СССР халӑх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана юлашки ҫула ӑсатрӗ.
Хурлӑхлӑ сывпуллашӑва ахаль ҫынсенчен пуҫласа республика Пуҫлӑхӗ таранччен килчӗҫ. Аслӑ ҫыннӑмӑрӑн тупӑкӗ чечексем ӑшӗнче пулни халӑх Вера Кузьминичнӑна еплерех хисеплени тата юратни ҫинчен калать. 100 ытла роль калӑпланӑ халӑх артистки нумайӑшӗшӗн чӑваш халӑх амӑшӗ вырӑнӗнчеччӗ.
ТР ЧНКА Канашӗнчен траурлӑ церемоние председателӗн ҫумӗ Константин Малышев хутшӑнчӗ. Вӑл Атнер Хусанкай ҫемйине Тутарстанри чӑвашсем вӗсемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтерчӗ. Хӑйсем хурланни ҫинчен Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пурӑнакансем те пӗлтерме ыйтрӗҫ.
Вера Кузьмина 98 ҫулпа пыратчӗ. Ӑна Шурашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масара мӑшӑрӗ Петӗр Хусанкай ҫумне пытарчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев