Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусансем «ăслă домофона» хирӗç пăлхав çӗкленӗ

Шӗкӗр хулари пӗр çуртра пурăнакансенсен ыйтмасăр управляющи компани алăка «ăслă домофон» вырнаçтарнă пулнă...

Çакнашкал хатӗре вырнаçтарнăшăн Глушко урамӗнчи нумай хваттерлӗ 22Г çуртра пурăнакансем «Жилище и комфорт» управляющи компанине çăхавсем çырса ывăннă. Управляющи компанин тӗллевӗнче подъездри лару-тăрăва лайăхлатасси пулнă пуль-ха, анчах та çынсем унăн ӗçне ырламан. «Ăслă домофон» çынсене кӗртмен, васкавлă пулăшу ӗçченӗсене кӗртмен, апат кӳрекенсене те.

Тепӗр проблема та пур. Домофонри даннăйсене хакерсем вăрлама пултараççӗ. Çак çуртри «ăслă» хатӗрпе çапла пулса иртнӗ те. Унăн камеринчи видеофайлсене социаллă сетьсене вырнаçтарнă. Нумай çăхава пула управлящи компани «ăслă домофона» илсе ун вырăнне ытти подъездсенче тăраканни пеккине вырнаçтарнă.  

«Казанские ведомости» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев