Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта çарпа патриотизм воспитанийӗн вӗрентӳпе методика центрӗ уçăлать

Çакнашкал центрсем пӗтӗм Раççейӗпе йӗркеленеççӗ, Хусанти пӗрремӗш центрăн ячӗ «Авангард» пулать тесе пӗлтернӗ Вӗрентӳ министерствин коллегийӗнче

Центрсем ӳсекен ăрăва патриотла воспитани парассипе ӗçлӗç. Тӗслӗхрен, 10-мӗш класри вӗрентӳ программин йӗркипе вӗсенче сборсем пулӗç. Çӗнӗ вӗрентӳпе методика центрӗсем пилӗк кун хушшинче шкул ачисене тӳлевсӗр пурăнтарса, аталантарса вӗрентӳ курсне алла илме май парӗç. 5 кунхи программăна команда йӗркелекен курссем, спортпа пӗлӳ мероприятийӗсем, çавăн пекех пӗрремӗш пулăшу памалли курссем кӗреççӗ. Сборсем ирттернисӗр пуçне çак центрсем каникулсем вăхăтӗнче çул çитмен ачасем валли «Зарница» евӗр çарпа патриотизм вăййисене ирттерӗç, çавăн пекех çарпа патриотизм ӗçне йӗркелекенсемпе ОБЖ преподавателӗсене хатӗрлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев