Хусанта чăвашла юрлакансен Гала-концерчӗ пулать
Унта Теччӗ, Аксу, Çӗпрел, Лайăш, Нурлат, Çарăмсан районӗсен тата Хусанпа Çырчалли хулисен представителӗсем хутшăнаççӗ
Ыран Хусанта Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче «Юрла-чăвашла» юрă конкурсӗн пӗтӗмлетӳ Гала-концецрчӗ иртет. Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркелесе ирттерекен конкурса фольклор ушкăнӗсенчен, вокал ансамблӗсенчен, дуэтсемпе триосенчен, уйрăм юрлакансенчен 146 заявка килнӗ, вӗсенчен конкурс комиссийӗ финал валли 10 юрă суйласа илнӗ. Гала-концерта Теччӗ, Аксу, Çӗпрел, Лайăш, Нурлат, Çарăмсан районӗсен тата Хусанпа Çырчалли хулисен представителӗсем хутшăнаççӗ. Вăл еплерех иртнине тата çӗнтерӳçӗсем çинчен çывăх кунсенче çырса пӗлтерӗпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев