Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта чӑвашла кино кӑтартрӗҫ

Лайӑх, вӗрентекен кино. Тӗп рольсенче К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи-драма театрӗн артисчӗсем выляни фильма тата та илемлетет. 

 Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче чӑвашла кинофильм куртӑмӑр. "Тӑшман ури кунта ярса пусмӗ" ятлӑ вӑл. Тӗлпулӑва Шупашкартан "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗн директорӗн ҫумӗ, Чӑваш кинематографисчӗсен союзӗн председателӗ Олег Цыпленков, асӑннӑ фильмӑн режиссер-сценарисчӗ Алексей Енейкин, Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен парламенчӗн пайташӗ Динара Юнисова тата ытти хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.

Хусанти чӑвашсем вӗсене юрӑ-ташӑпа, савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ. Ҫапла сцена ҫинчен Чӑваш вырсарни шкулӗн вӗренекенӗ София Чаркина, ҫамрӑксен  "Ӗмӗт" ансамблӗ юрларӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Динара Юнисова та икӗ юрӑ – пӗрне вырӑсла, теприне чӑвашла – юрларӗ.
Фильм кӑларакансем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансем ҫинчен каласа паракан кинона ӳкерме мӗнле йывӑр пулни ҫинчен, пуҫлӑхсем пулӑшманни пирки тӗрӗссине каласа пачӗҫ. "Чӑвашкино" ҫийӗнчи хура пӗлӗтсем сирӗлмен-ха. ЧР Культура министерстви ӑна реорганизацилес тӗллевне пӑрахӑҫламан. Апла пулин те, ҫак кӑткӑс условисенче киностуди питӗ пӗчӗк укҫапа чикӗсӗр кирлӗ фильмсем ӳкерет. 
"Ӑна шкулсенче ачасене кӑтартмалла", – пулчӗ премьера хыҫҫӑнхи шухӑш. Чӑваш ҫамрӑкӗсен ертӳҫи Юлия Еремеева сӑмахӗсемпе, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн вӗсен мӑн асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем еплерех тертпе ҫӗнтерӗве туптанине пӗлмеллех.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи выҫлӑхпа ҫуклӑх ҫумне почтальон салатса ҫӳрекен упӑшки вилни е хыпарсӑр ҫухални ҫинчен калакан хутсем хушӑннӑ. Ҫак йывӑрлӑх йӑлтах ялсенчи хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗсем ҫине тиеннӗ. Экран ҫинче эпир 98-99 ҫулти асаннесен асаилӗвӗсене курса лартӑмӑр.
Питӗ тӗрӗс фильм. Хӗрарӑмсем сивӗпе ҫил-тӑвӑла пӑхмасӑр ломпа кӗреҫе тытса кунӗ-кунӗпе окопсем, танксене чаракан траншейӑсем чаваҫҫӗ. Эпир паян кашни вак-тӗвекшӗн пӑшӑрханатпӑр, хурланатпӑр. Пирӗн асаннесем тӳссе ирттернипе танлаштарсан, хальхи ӑрӑвӑн кулленхи йывӑрлӑхӗсем – ниме тӑман япала. Хальхи ялти хӑш-пӗр пикесем чӗрни хуҫӑлнинчен трагеди туса интернета кӑларса хураҫҫӗ. Контраст пысӑк...

 2021 ҫула Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ҫулталӑкӗ пек йышӑннине палӑртса хӑварас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев