Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта гольф академине уҫаҫҫӗ

Хусанти Киров районӗнче "Басу" ҫамрӑксен тата ача-пӑча гольфне аталантармалли центр вырнаҫать.

Пулас академи лаптӑкӗ - 73 га. Гольф-хирӗсенче 18 лунка пулать. Центрта 50 тата 60 ҫын кӗрекен хывӑнмалли пӳлӗмсем, 25 ҫын кӗрекен вӗренӳ класӗ тата тренажёр залӗ вырнаҫӗ. Кунне ҫак объект 500 яхӑн ҫын йышӑнӗ. Строительство вӑхӑтӗнче хальхи пушхир территорине тирпей-илем кӳрӗҫ, ҫавӑн пекех 2500 яхӑн йывӑҫ лартӗҫ.

Ҫамрӑксен тата ача-пӑча гольфне аталантармалли центрта ҫулталӑк тӑрӑшшӗ ӗҫлекен икӗ гольф-симулятор пулаҫҫӗ, вӗсем хӗллехи вӑхӑтра тата начар ҫанталӑкра та тренировкасене малалла ирттерме май парӗҫ.

Ҫӗнӗ академи гольф вӑййине республикӑри ҫынсем хушшинче сарма тата нумайрах спортсменсене явӑҫтарма май парӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев