Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта ирӗк илмесӗр лартнă 30 киоска демонтаж кӗтет

Хусан мэрне Камиль Исхаков ларнăранпа шӗкӗр хула саккунсăр вырнаçтарнă киосксемпе кӗрешет. Пӗчӗк бизнесран хырçă илес текенсем кăна нумай, хӳтӗлекенсем, шел пулин те, сахал.

Объектсен шутне – Тукай лапамӗнчи çӗр айӗнчен çуран çӳрекенсем каçмалли переходри суту павильонӗсем кӗнӗ. Унсăр пуçне пăсмалли переченьре Татарстан урамӗнчи 52-мӗш çурт çывăхӗнче вырнаçнă шыв сутакан киоск, Беломорская, Декабристов, Лукина урамӗсенчи суту павильонӗсем кӗнӗ. Çавăн пекех Адорадского урамӗнчи 29-мӗш çурт кӗтессинчи автофургона та урăх çӗре илсе кайса тăратма тивӗ.

Асăннă объектсен хуçисем суту объекчӗсене нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗччен илсе каймалла е пăсмалла. Усламçăсем çакна пăхăнмасан киосксемпе павильонсене хула влаçӗсем 2022 çулхи çу уйăхӗн 23-мӗшӗччен ирӗксӗр пăстараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев