Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртекен Чăваш культура кунӗсенче улшăнусем пур

Сентябрӗн 21-23-мӗшӗсенче иртес вырăнне культура кунӗсем икӗ куна кăна тăсăлӗç, мӗншӗн тесен Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн концертне октябрӗн 20-мӗшне куçрама тиврӗ

Паян тата ыран Хусанти чăвашсемшӗн паллă кунсем пулаççӗ. Яков Ухсай трагедийӗ тăрăх лартнă «Шуйттан чури» мелодрамăна 60 яхăн артист хутшăнать. Ăна Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗнче Константин Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма тетарӗ 19:00 сехетре кăтартӗ. Палăртса хăвармалла, ТР Халăхсен Ассамблеипе Туслăх Çурчӗ пуçарнă «Театральные сезоны» проект тăрăх, Аксура, Кивӗ Çӗпрелӗнче, Теччӗре, Нурлатра тата Хусанта иртекен чăваш спектаклӗсене тӳлевсӗр кăтартаççӗ.

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче 19:00 сехетре Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Чăвашкино» студин илемлӗ фильмне курма май пулать. Унăн ячӗ «Сюда не ступит нога врага». Çак премьерăна та тӳлевсӗр курма май пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X