Сувар

Хусанта иртмелли Хӗллехи Ятарлӑ Олимпиадӑна 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне куҫарнӑ

 Тӗнчере  SARS-CoV-2 коронавирусӑн дельта-штамӗ сарӑлнине пула халӑхсем хушшинчи  Special Olympics (Ятарлӑ Олимпиада) организаци Хусанта иртмелли Пӗтӗм тенчери Хӗллехи Ятарлӑ Олимпиадӑн вӑхӑтне 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне куҫарма йышӑннӑ.

Ҫакнашкал йышӑнӑва Раҫҫей Правительствипе, Тутарстан Республикин ертӳҫисемпе, Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗпе, чир-чӗрсене профилактикӑлакан тата контрольлекен центрсемпе, экспертсемпе канашланӑ хыҫҫӑн тунӑ тесе пӗлтерет Раҫҫей Спорт министерствин пресс-служби.

Пӗтӗм тӗнчери Ятарлӑ Олимпиадӑн хӗллехи вӑййисем Хусанта 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 22-28-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Вӑйӑсен спорт программинче ҫичӗ спорт тӗсӗпе ӑмӑртаҫҫӗ: ту йӗлтӗрӗпе ярӑнассипе, сноубордпа, йӗлтӗрпе чупассипе, фигурнӑй катанипе, шорт-текпа, снегоступсемпе чупассипе..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: