Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Италин паллă художникӗн Франческо Ваннин 1600 çулсенче çырнă картини тупăннă

Хусанта 1600-мӗш çулсенчи шедевра – Ватиканри Апостол Петр соборӗ валли Италин паллă художникӗ Франческо Ванни çырнă картини тупăннине пӗлтерет «Татар-информ» журналистки Оксана Романова. Картинăра III ӗмӗрте пурăннă христианка, çветтуй Цецилия асапланса вилнине çырса кăтартнă. Сиенăра пурăннă мастер ку ӗçе Римри Санта-Чечилия-ин-Трастевере базилика (чиркӳ, храм) валли тунă. Тупăннă картинăна Хусанти харпăр музейре курма пулӗ.

Хусанта 1600-мӗш çулсенчи шедевра – Ватиканри Апостол Петр соборӗ валли Италин паллă художникӗ Франческо Ванни çырнă картини тупăннине пӗлтерет «Татар-информ» журналистки Оксана Романова.

Картинăра III ӗмӗрте пурăннă христианка, çветтуй Цецилия асапланса вилнине çырса кăтартнă. Сиенăра пурăннă мастер ку ӗçе Римри Санта-Чечилия-ин-Трастевере базилика (чиркӳ, храм) валли тунă. Тупăннă картинăна Хусанти харпăр музейре курма пулӗ.

Хусанта тӗпленнӗ Халăхсен хушшинчи культура еткерӗн институчӗн сотрудникӗсем, искусствоведсем живопись каталогне хатӗрленӗ чух пӗр картина XVI-XVII ӗмӗрсенче пурăннă Италин художникӗн Франческо Ваннин пулма пултарнине палăртнă.

Сиеннăра çуралса ӳснӗскер пӗр вăхăт Римра ӗçлесе пурăннă, унти храмсене талантлă художникпа Гвидо Ренипе пӗрле храмсене росписьпе илемлетнӗ. Уйрăмах Ватиканри Апостол Петр соборӗ валли.

Хальхи вăхăтра çветтуй Цецилияна ӳкернӗ картинăна реставрацилеме пуçланă. Кайран ăна кăмăл тăвакансем Хусанти харпăр музейре курма пултараççӗ, тӳлевсӗрех.

Наукăсен докторӗ Светлана Бородина палăртнă тăрăх, Ваннин картинисем Эрмитажра та çук, гравюрăсем кăна, Пушкин музейӗнче те. Паллă художникăн живопись хайлавӗ Раççейӗпе илсен те Хусанта кăна халӗ.  

Европăна илес пулсан, унăн ӗçӗсене çветтуй Цецилия мăнастирӗнче, Римра, Венăри Искусствăсен музейӗнче тата Нью-Йоркри Метрополитен-музейре курма пулать.  

Хусанта упранакан картинăна вара Францири аукционра Алексей Семин миллионер 2013 çулта паллă мар художникăн картини пек туяннă. Художникӗ кам пулнине музей ӗçченӗсем палăртнă та. Çветтуй Цецилиян асаплă вилӗмне хăй вăхăтӗнче Франческо Ваннисӗр пуçне никам та ӳкермен. Картина çинче эпир Цецилия çветтуй Максимпа икӗ таса хӗр хушшинче вилнине куратпăр. Вӗсем Цецилияна виçӗ кун асаплантарнă хушăра пăхакансем пулнă.

Çветтуй Цецилиян пурнăçӗ пирки журналисткăна Халăхсен хушшинчи культура еткерӗн институчӗн директорӗ Марина Булгакова тӗплӗн каласа панă. Енчен те сирӗн те картинăна курас, ун историне пӗлес килсен Хусанти Халăхсен хушшинчи антиквариант институчӗн   музейне килсе курма пултаратăр, маларах шăнкăравласа çырăнма кăна ан манăр. Музей эрнере пилӗк кун – тунтикунпа эрнекунччен 10 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ӗçлет.    Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство