Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Хусанкая чысларӗç

«Хусанкая пирӗн пек юратаканни ниçта та çук пуль», – шăкăл-шăкăл калаçса, йӗркелӳçӗсене мухтаса саланчӗç Хусан чăвашӗсем иртнӗ шăматкун Туслăх Çуртӗнчен.

Нарăсăн 26-мӗшӗнче Хусанта П.Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă мероприяти йӗркелесси пирки «Суварта» çырнăччӗ. Çавăнпа вулаканăмăр малалла мӗн пирки сăмах пырассине лайăх пӗлсе тăрать тесе шутлатăп. Нарăсăн 21-мӗшӗнче Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунне уявларăмăр. Туслăх Çуртӗнче иртекен мероприятие шăп çак паллă кунпа çыхăнтарнă та. Çакăнта нумай çул ӗçлекен нумай нациллӗ вырсарни шкулне çӳрекен вӗренекенсен вăйӗпе хатӗрленӗ концерт номерӗсем çав тери вырăнлă пулчӗç, илем кӳчӗç каçа. Сăмах май каласан, вырсарни шкулне 19 халăх ачи-пăчи çӳрет. Раççейӗн пӗр кӗтесӗнче те кун пек проект илсе пымаççӗ-тӗр. Кунта çӳрекен ачасем тăван халăхӗн культурипе çывăх, çаплах ытти халăхсен культурипе паллашса, хисеплесе ӳсеççӗ. Тӗслӗхшӗн Хусанкай каçнех илер. Поэтăн пӗтӗм тӗнче (иккӗленместӗп кун пирки) пӗлекен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинчи йӗркесене кашни халăх ачи тӗлӗнмелле ӗненмелле вуларӗ. Калăн, поэтăн чăваш халăхне чӗнсе каланă сăвă йӗркисем  мар, хăйсен халăхӗн поэчӗ хăйсене чӗнсе калать тейӗн.
Тутарстан Республикин Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин К.Г. Яковлевăн сăмахӗсем халăхсен туслăхӗ çинчен пулчӗç. «Пӗчӗк халăх, пысăк халăх ăнлав çук, пур халăх пӗр тан, – пӗрлӗхре пӗр-пӗрне хисеплесе, юратса пурăнмаллине палăртрӗ вăл. – Халăх пуласлăхӗ тăван чӗлхепе калаçакан ачасенче, вӗсене эпир чи хаклă еткере – тăван чӗлхене паратпăр. Тăван чӗлхене пӗлмен, юратман çын никама та юратаймасть, хăйне те юратаймасть», – каларӗ çирӗппӗн Константин Геннадиевич. Ассамблея ятӗнчен чăвашсен ӗçне хастар хутшăнакан Александр Никонович Семенова, Евгений Андреевич Турхана Тав хучӗсем пачӗç. Тата тепӗр Хисеп хутне «Сувар» хаçат коллективӗ тивӗçрӗ.

ТР ЧНКА председателӗн Д.А.Самаренкинăн саламне унăн çумӗ, Хусанти ЧНКЦ председателӗ К.А.Малышев вуласа пачӗ. Дмитрий Анатольевич поэтăн халăх умӗнчи хакпа хаклайми тивӗçӗсене асăннă, Петӗр Хусанкая пӗлекен çын чăваш халăхне пӗлет тенӗ сулмаклăн.

ТР ЧНКА наградисене тава тивӗçнӗ çынсене пачӗ Константин Анатольевич: Чăваш кинематографисчӗсен союзӗн председательне О.М.Цыпленкова, Хусанти чăвашсен ӗçне хастар хутшăнакан хореографа Г.В.Семеновăна, вырсарни шкулӗн директорне М.М.Хухунашвилине. Майя Мануиловна тав туса сăмах каларӗ. Пилӗк çул каялла Тăван чӗлхе кунне уявланă чух Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнине паллă тунине аса илчӗ. Ун чух поэт сăввисене ачасем кашни хăйӗн халăхӗн чӗлхипе вуланă-тăк, кăçал поэта урăхларах сума сурӗç. Унăн пӗр сăввине пурте пӗрле, йӗркен-йӗркен вырăсла вуларӗç. Çакă сулмаклăн, витӗмлӗн илтӗнчӗ. Чăваш уйрăмӗ шкулта чи хастар уйрăм пулнине палăртрӗ Майя Мануиловна, Сильвия Николаевна Чаркина тӳпине пысăка хурса хакларӗ.
ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ О.Г.Куликова (Улькка Эльмен) Чăваш Республикинчи писательсен ятӗнчен саламларӗ залра ларакансене. «Тăван чӗлхе кунне Петӗр Хусанкайпа  çыхăнтарни пысăк чыс пирӗншӗн», – тесе палăртрӗ вăл. Тăван чӗлхене сыхласа хăварас, аталантарас ыйтупа чăваш писателӗсем нарăсăн 21-мӗшӗнче çеç мар, çулталăкӗпех ӗçлени çинчен каласа пачӗ. Çак тӗллевпе республикăри шкулсене, ача сачӗсене, библиотекăсене куллен тухса çӳренине асăнчӗ. Тăван чӗлхене юратман, хисеплемен çынна ниçта та хисеп çук тесе асăрхарӗ вăл.
ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдуллин хăй Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кӗрекен тутар ялӗнче çуралнине, çапла майпа ачаран Хусанкай поэт çинчен илтсе ӳснине каласа пачӗ. Анчах Петр Петрович еткерне Хусана килсен пӗлекен пулнине каласа пачӗ. Ывăлӗ Атнер Хусанкай 1987 çулта поэтăн 80 çулхи юбилейне паллă тунă чух парнеленӗ кӗнекине кăтартрӗ.
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова мероприятие илем кӳрекен баннера ăнлантарса çапла каласа пачӗ: «2022 çул «Суваршăн» Хусанкай çулӗ тесе йышăннă, Тутарстанра çак çул цифровизаци паллипе иртнине шута илсе хăйне май логотип шутласа кăларнă: Хусанкай компьютер умӗнче пичетлесе ларать. Компьютер графикин мелӗпе ăсталанă ӳкерчӗкӗн авторӗ Ксения Кошелева.
Ирина Федоровна Сильвия Чаркинăна, шăматкунхи литературăпа музыка каçне çӳллӗ шайра йӗркеленӗ чăваш хастарне, вырсарни шкулӗн вӗрентекенне «Сувар» ятӗнчен Тав çырăвӗ парса чысларӗ.
 Аслă поэтăмăрăн ывăлӗ Атнер Хусанкай ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ, филолог, публицист. Шел, хăй килеймерӗ уява, апла та пулин чăваш делегацийӗпе саламлă видео ӳкерсе парса янă. Залра ларакансем ăшшăн йышăнчӗç Атнер Петровичăн кăмăлтан тухакан сăмахӗсене. Хусан Петр Петровичшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа пачӗ ывăлӗ: кунта вӗреннӗ, кунтах ӗмӗре пыракан туссемпе туслашнă, кунтах Маяковскипе тӗл пулнă. Хусанкай хăй пекех çамрăк тутар поэчӗсемпе Маяковский хулара ирттерекен пӗртен-пӗр литература каçне лекме ӗмӗтленнӗ иккен. Анчах билет туянма ӗлкӗреймен – пӗтнӗ. Çамрăксем çухалса кайман, паллă поэт чарăнса тăнă хăна çуртне кайса  пӳлӗме шыраса тупнă. Çапла майпа Маяковскийпе паллашнă.
 Поэт 19 çулта çырнă «Малалла-ха пурнăç, малалла» сăвва вуланă май Атнер Петрович «Ман кăштах чăваш ятне çӗклесчӗ» йӗркесем çинче чарăнчӗ, пирӗн кашнин хăйӗн ӗçӗнче чăваш ятне çӗклемеллине астутарчӗ.
Чăваш Ен делегацийӗпе «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторӗ А.А.Тарасов та килнӗ. Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсен концертне киленсе пăхнă Арсений Алексеевич сăмахӗнче халăхсен туслăхӗ çине пусăм турӗ. Чăваш Республикине «Завтра» журнал редакторӗ Александр Проханов (час-час телешоусене хутшăнать, вырăс халăхне мала хураканскер.  – Т.В.) килсе кайнине каласа пачӗ.  Александр Андреевич хăйне май тӗпчев ирттернӗ иккен, мӗншӗн Атăл тăрăхӗнче тӗрлӗ наци çыннисем, тӗрлӗ конфесси йышăннăскерсем пурăнаççӗ, апла пулин те пӗр-пӗринпе хирӗçмеççӗ, çапăçмаççӗ. Мӗншӗн? «Паянхи уяв çак ыйту çине татăклăн хуравлать, мӗншӗн тесен вăхăт улшăннă пулсан та çынсем пӗр-пӗрин нацине хисеплесе пурăнаççӗ. Çак идеологине никӗслекенсене тав тумалла пирӗн. Вырсарни шкулне йӗркелесе янă çынсене, тытса пыракансене тав тумалла», – вӗçлерӗ сăмахне А.Тарасов. Вулакансен поэтсене, писательсене юратмалли çинчен те каларӗ çыравçă. Мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен произведенийӗсем витӗр хăват параççӗ вулакана.
О.М.Цыпленковăн сăмахӗ те туслăх çинченех пулчӗ. Тутарстанра чăваш культурин кунӗсем иртнине, Чăваш Енре Тутар культурин кунӗсене ирттернине аса илчӗ. Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввин историне аса илтерчӗ. КПСС XX сьездӗнче Никита Хрущев 1980 çулта коммунизма кӗме шантарнă. Анчах çакна тума çӗршывра пӗр халăх пулмалла иккен, пӗртен-пӗр чӗлхе, паллах, вырăс чӗлхи. Ку мӗне пӗлтерет – ытти халăхсен чӗлхине вӗрентме, аталантарма чарăнмалла. Çакна хирӗç Петӗр Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» тесе хуравланă хăюллăн.
Ирина Трифонова концерта хутшăнса асра юлмалла композици куракан умне кăларчӗ. Ывăлӗпе Роман Трифоновпа (фортепиано) пӗрле хăй Хусанкая халалласа çырнă сăвва чун хавалӗпе каласа пачӗ. Сăвă йӗркисем, таса кăмăлтан çырнипе пулӗ, чӗренех пырса тивеççӗ. Тен, сăвă вулаканăн чун туртăмне фортепиано кӗвви вăйлатнипе çапла пулчӗ-ши? Хитре композици, хуть мӗнле концерта та илем кӳмеллискер.
Концерта «Аталан» çамрăксен ушкăнӗ хутшăнчӗ тени нимӗн каламасăр иртсе кайнăн туйăнать. П.Хусанкайăн «Таня» поэмине перформанс мелӗпе куракан патне çитерни хăй кăна мӗне тăрать! Поэмăри вилӗмсӗр йӗркесене вулакан хӗрсем нимӗн те тумаççӗ пек – чун çурăлмалла хăрушшăн илтӗнекен кӗвӗ те çук, хӗрлӗ тӗслӗ сăрăсемпе те иртӗхмен, тум-юмӗнче те салтак паллисем çук. Калăн, ятарласа нимӗн те тумаççӗ çынсене йӗртессишӗн. Куççуль вара йăрăлтатса анать шăрçасем пек. Пӗрин хыççăн тепри... Çак перформанса Çӗнтерӳ кунне уявлама хатӗрлекен çӗрте усă курмаллах. Чăваш чӗлхине пӗлмен çыншăн, тен, çаплах вирлӗн курăнмӗ вăл. Тен, курăнӗ...
П.Хусанкайăн юбилейне халалланă литературăпа музыка каçне, вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗ, ЧНКА пайташӗ Сильвия Чаркина, Хусанти çамрăксен «Аталан» ушкăнӗн пайташӗ Жанна Паишева тата вырсарни шкулӗнче вӗренекен София Чаркина ертсе пычӗç.
София Чаркина çинче уйрăммăн чарăнса тăрар. Вăл аслисемпе пӗртан икӗ сехете тăсăлнă мероприятие тӗлӗнмелле ăста ертсе пычӗ. «Созвездие-Йолдызлык» конкурсăн супер-финалистки мероприяти тăршшӗпе юрларӗ, ташларӗ. Çак каçăн пӗчӗк çăлтăрӗ темелле ун пирки. Пултаруллă хӗрпӗрчи çинех тата ӗçчен те, хăйӗн вăйне искусствăн тӗрлӗ жанрӗнче тӗрӗслесе пăхма ӳркенмест.
Концерт номерӗсенчен тата «Ӗмӗт» хӗрсен ушкăнне палăртас килет. Вӗсен хитре юррисене киленсе итлеме пит хавас пулчӗ залри халăх. 20-мӗш музыка шкулӗн Наталья Пегасова хореограф ертсе пыракан ташă ушкăнне Тăван чӗлхе кунне паллă тума килме кăмăл тунăшăн тав тумалла. Унăн хаваслă ташшисем кӗçех çуллахи савăк вăхăтсем килессине шантарса кăмăла çӗклерӗç.

 Татьяна ВАСИЛЬЕВА,
В. Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев