Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта нумай ачаллă çемьесене памашкăн тăхăр пин ытла çӗр участокӗ çитмест

Тутарстанра 66 пине яхăн нумай ачаллă çемье çӗр участокӗ илмелли списока кӗнӗ. Вӗсенчен 42 пинӗшӗ участоксене харпăрлăха илнӗ. Çав вăхăтра çӗнӗ участоксен кирлӗлӗхӗ те сисӗнет.

Сăмахран, Хусанта тăхăр пин ытла участок кирлӗ, Çырчаллинче – 5 000. Азьмушкино, Семекеево, Ильбухтино, Калмаш ялсенчи муниципаллă массивсене йăлтах йышăнса пӗтернӗ. Нумай ачаллă çемьесене парăнакан участоксем тупас тесе Тукай районӗнчи Калмаш ял хутлăхӗнчи массивсене тишкереççӗ. Унсăр пуçне Çӗр пурлăхӗн министерствин ертӳçи çӗр участокӗсене сахал уйăрнă районсене палăртнă. Пӗкӗлме, Ешӗлвар, Элмет, Павлă, Кукмор, Лайăш, Анат Кама районӗсенче нумай ачаллă çемьесене çӗр участокӗсем парасси 80 процентран сахалтарах.  
Дмитрий Губарев сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев