Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  Хусанта общество транспортӗнче ҫӳрес хаксем мартран ӳсеҫҫӗ

Автобусшӑн, трамвайшӑн, троллейбусшӑн е метрошӑн транспорт е банк картипе тӳлес пулсан, билет хакӗ малтанхи пекех юлать – 27 тата 30 тенкӗ

Ҫакӑ мартӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланать. Общество транспортӗнче наличнӑй укҫапа тулес пулсан, билет 35 тенкӗ пулать. Кун ҫинчен Тутарстан шӗкӗр хулин мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ҫав вӑхӑтра автобусшӑн, трамвайшӑн, троллейбусшӑн е метрошӑн транспорт е банк картипе тӳлес пулсан, билет хакӗ малтанхи пекех юлать – 27 тата 30 тенкӗ.

Общество транспорчӗпе льготниксем те малтанхи хакпа ларса ҫӳрӗҫ, 20 тенкӗпе. 

Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна хусансен 56,6 проценчӗ ҫулшӑн транспорт картипе тӳлет. Ҫакнашкал пассажирсен 38 проценчӗ тӗрлӗрен льготӑллӑ категорисене кӗрет.

Общество транспорчӗпе усӑ куракан ҫынсен 18% ҫулшӑн банк картипе тӳлет. Апла пулсан, Хулара пурӑнакан  ҫынсенчен ытларахӑшӗ валли ҫулшӑн тулес хак ӳсмест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев