Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта парковка йӗркисене пӑсакан 8 ҫынна ҫӗнӗ камерӑсем пулӑшнипе тытнӑ

Эксперимента 2021 ҫулхи май уйӑхӗччен тӑсӗҫ. Тест тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫакнашкал камерӑсене ытти парковкӑсем ҫине те вырнаҫтармалли пирки йышӑну тӑвӗҫ.

Хусанти темиҫе муниципаллӑ парковкӑра ҫӗнӗ йышши сӑнав камерисене вырнаҫтарнӑ, вӗсем автомобильсен патшалӑх ренистраци номерӗсене сӑн ӳкереҫҫӗ. Ӑслӑ камерӑсем водитель номерне хывса пытарса хуриччен ӑна ӳкерсе ӗлкереҫҫӗ.

Ҫакнашкал фотофиксаци комплексӗсене Хусанти пӑрковкӑсенчен пӗринче пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫак вӑхӑта ҫити унта сакӑр нарушени палӑртнӑ. Авто водителӗсене административлӑ яваплӑх кӗтет.

Эксперимента 2021 ҫулхи май уйӑхӗччен тӑсӗҫ. Тест тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫакнашкал камерӑсене ытти парковкӑсем ҫине те вырнаҫтармалли пирки йышӑну тӑвӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев