Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине паллă турӗç

Паян Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче аслă поэтăмăра халалланă уяв каçӗ иртрӗ. Унта Чăваш Ен тата Тутарстан çыравçисен союзӗсен ертӳçисем, журналистсем, хăнасем хутшăнчӗç. Мероприятие Туслăх Çуртӗнчи Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ хатӗрленӗ. Тӗплӗнрех çывăх вăхăтра çырса пӗтерӗпӗр. Уява килнӗ хăнасене саламланă май, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев çак сăмахсене каларӗ:

«Поэзи этемлӗхӗн универсаллă хаклăлăхӗсемпе тачă çыхăннă: мир, кӗрешӳ, ырлăх, çӗкленӳлӗх – унăн ӗмӗрхи виçе категорийӗсем.

Пӗр-пӗр халăхăн аслăлăхне кăтартас тесен, ытларах чухне мӗнле-тӗр пулăма илсе кăтартаççӗ, е паллă çынна тӗслӗхе тăратаççӗ. Ку чухне пирӗн халăх чунӗпе тавракурăмне тӗнчепе паллаштарнă çӗрте Петӗр Хусанкай чăвашсен визит карточки пулса тăрать.

Вăл чăваш халăх поэчӗ кăна мар, унăн вилӗмсӗр сăнарӗ чылай аслăрах. Вырăс чӗлхине питӗ лайăх пӗлекенскер, вăл совет литературинче чи лайăх куçарусен шутӗнче пулнă. Тӗрлӗ халăхăн 177 поэтне вырăс чӗлхине куçарнă. Паллах, хамăр халăха та вырăс литературин ăс-хакăл пуянлăхӗпе паллаштарма манман. Вăл мӗн виличчен «Евгений Онегина» пăхмасăр калама пултарнă, Пушкинăн чылай произведененине чăвашла куçарнă.

Болгар чӗлхине питӗ лайăх пӗлнӗ, вырăс чӗлхине тутар, пушкăрт, украин, ытти халăх сăвăçӗсене куçарнă. Ятарласа грузин чӗлхине вӗренсе Шота Руставелли, Георгий Леонидзе сăввисене оригиналтан чăвашла куçарнă.

Ку чухне Владимир Маяковский ун патне Хусанти хăна çуртне Шелепипе пӗрле килсе кӗнӗ çамрăк Петӗр çинчен каланине аса илмелле: « Сирӗн Хусанкайăр поэт тата çын. Ăна пысăк пуласлăх кӗтет, вăл хăйӗн халăхне чапа кăларать».

Петӗр Хусанкая поэзи ăсталăхӗн тӳпи патне илсе çитернӗ  хăватлă талантăн хавхалану çăлкуçӗсем Сиктӗрмере вырнаçнинче иккӗленӳ çук. Çак ялта Петӗр Хусанкайăн музейӗ тухăçлăн ӗçлет. Кăçал унта июлӗн 9-мӗшӗнче Республика «Уявӗ» иртет. Хусанкай Хусанта чăн-чăн поэт пулса тăнă. Вăл Хусана мӗнле юратнине сăввисенче çырса хăварнă. Хăй ӗмӗрӗнче 50 ытла кӗнеке кăларнăскер, вăл пӗринче те Хусана е Тутарстанса асăнмасăр хăварман. Вăл тутар поэчӗсемпе еплерех туслă пулни çинчен уйрăммăн каламалла. Хади Такташ, Хасан Туфан, Адель Кутуй, Муса Джалиль, Шараф Мударис,  Гумер Баширов, Абзал Ашамов, Заки Нури, Ренат Харис – аслă поэтăмăрăн çывăх тусӗсен шутӗнче пулнă.

Мӗн ачаранах çуралнă чăвашсемпе тутарсен юлташлăхне вăл ӗмӗр тăршшӗпе хăйӗн чӗринче упранă, ун çинчен ăшшăн аса илнӗ.  Хăйӗн халăхӗ валли çакншакал сăмахсем çырса хăварнă:

Чăваш ятне ан çӗрт, мӗн евӗр

Тасалăх çак сăмахсенче.

Мӗн чухлӗ тӳсӗм, вăй сисетпӗр

Сан пилӳнте, тăван Тӗнче.»

Халăхсен Туслăх Çурчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев